16 октября 2009 г.
Кăçал вырăс культурин паллă генийĕ М.Лермонтов çуралнăранпа 195 çул çитет. Вăл пирĕн планетăна космос шайĕнчен курма пултараканĕсенчен пĕри пулнă. Хăйĕн пултарулăхне çамрăклах палăртнă. Пĕчченлĕх туйăмĕ ăна сивĕ космос патне туртнă тейĕн. Унăн лирикинче çĕрпе пĕлĕт хирĕç тăрăвне уççăн асăрхама пулать. Ахальтен мар генийăн чун парăсĕ яланах пĕччен.
М.Лермонтовăн пултарулăхĕ ĕмĕрлĕхе. Вăл Раççей кун çулне, хамăр халăхăн историри шăпине сăнлать. Халăх уншăн уйрăмах çывăх, вĕсем чăнлăхшăн çунаççĕ, историе тума пулăшаççĕ.
М.Лермонтов музыкăпа та кăсăкланнă, скрипка каланă, рояль çинче вылянă. Юратнă оперăсенчи арисене юрланă, музыка çырнă. Ăста ÿкернĕ, шахмат вăййинче палăрнă. Темиçе ют чĕлхе пĕлнĕ.
«Бородино» сăвăра автор 1812 çулти вăрçа хутшăннă паттăр халăх сăнарне сăнласа панă. «Бородино» Л.Толстой çырнă «Война и мир» романăн шухăш тĕшши пулса тăнă.
1830 çулти çурла уйăхĕнче хăйĕн чун савнийĕ Варвара Лопухина патне поэт çапла çырать: «Акă, тинĕс хĕрринче çырнă сăвăсем». «Парус» сăвва пуçласа 1841 çулта поэт вилнĕ хыççăн çеç пичетлесе кăларнă. Сăвăра 1825 çулти пăтăрмаха хутшăннă революционерсен шăпи пытаннă.
Варвара Лопухинапа Михаил Лермонтов пĕрлешмен. Вĕсем çемье çавăрма мар, юратма çуралнă текен каларăш çÿрет. Поэт савнийĕнче идеал сăнарне курнă, ăна чылай произведени халалланă: «Вадим», «Герой нашего времени», «Княгиня Лиговская»...
Лермонтовăн сăввисемпе композиторсем юрăсем чылай кĕвĕленĕ. 800 ытла музыка произведенийĕ кинофильмсенче, спектакльсенче, теле-радиопередачăсенче янăрать. М.Лермонтов вырăс наци культурин генийĕ пулнине çакă тепĕр хутчен çирĕплетет.
З.ИВАНОВА. Уçырма ялĕ.