АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Республикин Аслă сучĕн залĕнчен

21 октября 2009 г.

АРĂМĔПЕ ХĔРĔН ПУРНĂÇНЕ ТАТНĂ

Çак хăрушă ĕç кăçалхи ака уйăхĕнче пирĕн республикăн тĕп хулинче пулса иртнĕ. Хĕрĕх урлă каçнă арçын арăмĕпе тата хĕрĕпе килĕштерсе пурăнайман. Ăна хваттертен кăларса янă. Çак хăрушă инкек пуличчен темиçе кун маларах вăл тăван ялне кайса килнĕ. Унтан сысна пусмалли çĕçĕ илсе килнĕ. Каçхине хĕрне çуралнă кун ячĕпе саламлап тесе хăнана пынă. Тем пек йăлăнсан та лешсем ăна хваттере кĕртмен. Ирхине арçын каллех килнĕ. Хĕрĕ пĕччен пулман – усал ĕçе тума хурăнташĕ чăрмантарнă.

Тепĕр икĕ кунтан арçын каллех çемйин хваттерне пынă. Диван çинче выртакан хĕрне кăкăрĕнчен темиçе хутчен çĕçĕпе яшлаттарнă, лешĕ тăна кĕмесĕрех пурнăçран уйрăлнă. Преступник çĕççе сумкине чикнĕ те арăмĕ патне ĕçе кайнă. Мăшăрĕ пурăнмалли çуртăн йĕри-таврашне тасатса тăнă. Арçын яла каясси çинчен пĕлтернĕ, арăмĕ патне сыв пуллашма килнĕ имĕш. Шыв ĕçес килет тесе хĕрарăма лифт пÿлĕмне çавăтса кĕнĕ. Сумкинчен çĕçĕ туртса кăларнă та темиçе хутчен мăйĕнчен, çурăмĕнчен, кăкăрĕнчен чикнĕ. Вĕлернĕ арăмĕн пÿрнинчи çĕрре хывса илнĕ, кĕсье телефонне, хваттер уççине кĕсйине персе чикнĕ. Унтан хăй вĕлернĕ хĕрĕн пÿлĕмне таврăннă. Никама та ан лектĕр тесе телевизорпа компьютера çапса çĕмĕрнĕ, хĕрĕн кĕсье телефонне илнĕ те хула пасарне тухса утнă. Унта аппăшĕ ĕçленĕ. Ăна хăй тунă хăрушă ĕç çинчен каласа панă. Арăмĕпе хĕрĕн япалисене аппăшне парса хăварнă та çуралнă ялне вĕçтернĕ. Çул çинче ăна милиционерсем тытса чарнă.

Хĕрĕпе арăмĕн пурнăçне татнă арçынна 18 çула хупнă. Ăна вăл çирĕп режимлă колонире ирттерĕ.

ПРИГОВОРА ПИТЕХ ТЕ ЛĂПКĂН ИТЛЕНĔ

Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнче Вăрнара каякан шоссе хĕрринчи авточарăну тĕлĕнче чиркÿ çынни çуран çын çине кĕрсе кайнă. Лешĕ йывăр сурансене пула инкек пулнă вырăнтах куçĕсене яланлăхах хупнă. Çак фактпа уголовнăй ĕç пуçарнă. Священникăн саккунлă интересĕсене çамрăк ваккат хÿтĕленĕ. Вăл хăй хÿтĕлекен çынна уголовнăй ĕçе чарса лартма шантарнă. Çакна тума 50 пин тенкĕ ыйтнă. Укçи вара священник айăпне хăй çине илекене пама кирлĕ пулнă имĕш.

Усал ĕçне пурнăçа кĕртес тĕллевпе ваккат хăй хÿтĕлекен тепĕр çынна милицине çÿлерех асăннă автоинкекшĕн айăплă тесе хут çырса пама ÿкĕте кĕртнĕ. Çакăншăн вара наказанине условно тутарап тесе сăмах панă. Хăйĕн сăмахне çирĕплетес тĕллевпе ăна священникпа тĕл пултарнă: авари мĕнле лару-тăрура иртнине тĕплĕнрех пĕлме пулăшас тесе ĕнтĕ.

Çамрăк вакката, унччен те професси этикине пăснăшăн, юстици ĕçне хирĕç преступлени тунăшăн айăпланнăскере, Аслă суд икĕ çула условно ирĕк прависĕр хăварнă. Çавăн пекех унăн икĕ çул ваккат ĕçĕсене тума юрамасть. Приговора вăл питех те лăпкăн итленĕ.

ХĔРĔН ПУРНĂÇНЕ ХĂРУШЛĂХА КĔРТСЕ ŸКЕРНĔШĔН

Ашшĕпе хĕрĕ хваттере янă çынсенчен укçа черетпе илсе тăнă. Хальхинче черечĕ 25 çулти хĕрне çитнĕ. Вăл паллакан çыннипе ашшĕ патне укçа ыйтма пынă. Анчах та лешĕ нимĕнле укçа та илмен тесе туннă. Хĕрĕ ыйтăва татса парас тĕллевпе хваттерте пурăнакансем патне кайма сĕннĕ. Арçынна çакă тарăхтарсах янă, вăл кухньăран çĕçĕ кайса илнĕ те çие юлнă хĕрне хырăмĕнчен чикнĕ. Шăв-шава илтсе пÿлĕме хĕрĕн пĕлĕшĕ чупса кĕнĕ, арçын аллинчи çĕççе туртса илнĕ, васкавлă медпулăшу бригадине чĕннĕ. Тухтăрсем ача амăшне çеç çăлса хăварма пултарнă.

Арçынна 12 çула çирĕп режимлă колонине яма йышăну кăларнă. Çавăн пекех мораль енчен сиен кÿнĕшĕн унран хĕрĕ валли 300 пин тенкĕ шыраса илмелле тунă.

МЭРĂН КАССАЦИ ÇĂХАВНЕ ТИВĔÇТЕРМЕН

Орел хулин мэрĕ А.Касьянов кассаци панине пăхса тухнă. Çĕнĕ Шупашкар сучĕ вăл РФ Уголовнăй Кодексĕн 199.2 статйипе айăплă тесе йышăннă: организаци пурлăхĕнчен е уйрăм предпринимательствăшăн налук илмелли укçа-тенкĕне пытарни.

Судпа айăплани тата унăн ваккачĕсем çÿлти инстанцири суда кассаци çăхавĕ панă. Унта вĕсем приговора саккуна пăхăнмасăр йышăннă тесе пĕлтернĕ, ăна пăрахăçлама ыйтнă.

Республикăн Аслă сучĕ кăçалхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар сучĕ кăларнă приговора çаплипех хăварнă, айăпланаканăн тата ăна хÿтĕлекенсен кассаци çăхавне тивĕçтермен. Мэрăн пурнăçăн икĕ çул çурне колони-поселенинче ирттермелле, виçĕ çул вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тата патшалăх службинче ертÿçĕ должноçĕнче ĕçлеме ирĕк çук.

В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика