АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАЛ ĔМĔТЛĔ ВĔРЕНЕКЕН

16 октября 2009 г.

МАЛ ĔМĔТЛĔ ВĔРЕНЕКЕН

 

Класри стена хаçатĕнче унăн сăн ÿкерчĕкĕ пĕрремĕш тăрать. Класа кĕрсенех хаçат хăйĕн илемĕпе хăй патне туртнăн, мĕн çырнипе паллашма ыйтнăн туйăнать. Хаçатра – шкул чысне хÿтĕлекен вĕренекенсем. Сăмахăм Александр Панфилов (ÿкерчĕкре) пирки.

Саша Шуркасси шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренет. Физкультура урокне уйрăмах кăмăллать. Шкулти «Ылтăн кĕркунне» тата «Рекорда çĕнетер» кроссенче яланах малти вырăна çĕнсе илсе районта иртекен ăмăртусене хутшăнать. Малтан Саша районти ăмăртусенче мала тухатчĕ, пĕлтĕр кĕркунне район чысне республикăра хÿтĕлерĕ, Шупашкартан 3-мĕш вырăн йышăнса таврăнчĕ. Кăçал вара республикăра 4-мĕш пулчĕ.

Унăн портфолионе уçса пăхсан тĕрлĕрен Дипломпа Хисеп грамотине курса тĕлĕнетĕн. Дипломсенчен те ытларах 16 çулти каччăна медальсем савăнтараççĕ, малашне те тăрăшуллă пулма хистеççĕ.

Эпĕ пирĕн класра çакăн пек вĕренекен пурришĕн савăнатăп. Саша Панфилова малашне те çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх сунатăп.

Олеся ИГНАТЬЕВА. Шуркасси шкулĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика