16 октября 2009 г.
Çур ĕмĕр каялла авăн уйăхĕн 28-мĕш кунĕнче Канашра çĕнĕ çемье çуралнă. Яковпа Роза Сергеевсем пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăннă. Ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Владимр Çурçĕрте ĕçлет, Светлана – сутуçă, Людмила вакунсем юсакан заводра тăрăшать. Пурте çемье çавăрнă, юратнă ашшĕпе амăшне ултă мăнук парнеленĕ. Асламăшпе асламăшне, кукашшĕпе кукамăшне час-часах хăнана пырса савăнтараççĕ пĕчĕкскерсем. Ватăсем вĕсемшĕн тем тума хатĕр, ачисенчен вăрттăн кăштах иртĕхтереççĕ те: тутлине, пылаккине вĕсене пама тăрăшаççĕ.
Хăйсен ачалăхĕ вара выçăллă-тутăллă, тертлĕ иртнĕ. Яков Сергеевич Йăлмачча ялĕнче кун çути курнă. Вăл нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ: 11 ача пулнă, вăл – виççĕмĕш. Вăтакас Татмăш шкулĕнче 7 класс вĕренсе пĕтерсен колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. 1941 çулта вăйпитти арçынсем Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлеме фронта тухса кайнă. Тепĕр икĕ çултан Якова та салтак тумĕ тăхăнма черет çитнĕ. Вăл Украинăн 4-мĕш фронтне лекнĕ, унти çар чаçĕсене çыхăнупа тивĕçтерсе тăнă. Я.Сергеев связист Польша, Чехословаки, Румыни çĕршывĕсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Вăрçа Германи çĕрĕ çинче вĕçленĕ. 1949 çулта вăл тăван Йăлмаччана таврăннă. Унăн кăкăрне медальсем илем кÿнĕ. Кăшт каннă хыççăн Катекри кирпĕч цехĕнче водительте ĕçлеме тытăннă. Каярахпа Канашри пассажирсем турттаракан автотранспорт предприятинче ĕçлеме пуçланă. 33 çул Яков Сергеевич автобус çÿретнĕ. Çар наградисем çумне ĕç наградисем хушăннă.
Унăн мăшăрĕ, Роза Яковлевна, çут тĕнчене Анат Сурăм ялĕнче килнĕ. Нумаях пулмасть вăл çитмĕл пиллĕке пусрĕ. Унăн шăпи упăшкин евĕрлех. Ялти шкулта çичĕ çул ăс пухнă, фермăра ĕне сунă. Канаш хулинче стройка ĕçĕсем вăйлансан хăйĕн вăйне çак отрасльте тĕрĕслесе пăхма шут тытнă çамрăк хĕр. Вăл 1954-55 çулсенче КПСС хула комитечĕн çуртне (халĕ унта ачасен музыка шкулĕ вырнаçнă) тунă çĕрте вăй хунă. Тăрăшулăхпа хастарлăхшăн Хисеп хучĕсене, хаклă парнесене тивĕçнĕ. Темиçе çултан почтăна куçнă. Шăпах çакăнта ĕнтĕ ăна ПАТП водителĕ Яков куç хывнă. Часах туй кĕрленĕ.
Сергеевсем Канаш хулинче килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте тирпейлĕхпе тасалăх хуçаланать. Кирек мĕнле çын та хăйне кунта хăтлă туять.
Ылтăн туй ячĕпе Яков Сергеевичпа Роза Яковлевнăна ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем саламларĕç, парнесем, чечек çыххисем пачĕç. Ватăсен ячĕпе çепĕç юрă-кĕвĕ янăрарĕ, йÿçĕ тесе кăшкăрни илтĕнчĕ. Сергеевсем çамрăклăха аса илсе лару-тăрăва самантрах пылаклантарчĕç.
В.АЧЧА.