16 октября 2009 г.
Шăхасанта пурăнакан В.Котов педагогикăра 27 çул ытла. Вырăс чĕлхине тата поэзине юратни Мускав облаçĕнчи Серпухов хулин каччине Володьăна Орехово-Зуевăри педагогика институчĕн алăкне уçса кĕме хистенĕ. Вĕренме кĕмелли экзаменсене ăнăçлă тытса студент пулса тăнă. Пилĕк çултан алла диплом илсен çамрăк специалиста ĕçлеме Чăваш Ене янă. Ямаш, Çеçпĕл шкулĕсенче тăрăшнă. Нумай вăхăт районăн вĕрентÿ пайĕн инспекторĕ пулнă. Тивĕçлĕ канăва Шăхасан вăтам шкулĕнче ĕçлесе тухнă.
Вĕрентÿри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул ĕçленĕшĕн Виктор Павлович «РСФСРăн халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Тĕрлĕ грамотăсемпе дипломсем, Тав çырăвĕсем тем чухлех унăн. Пушă вăхăтра сăвăсем хайлать. Вĕсене вăл районти учительсем валли ирттерекен мероприятисенче час-часах ĕçтешĕсене вуласа парать.
В.АЧЧА сăн ÿкерчĕкĕ.