АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШĂТĂК ТАКАНА УМНЕ ЛАРТСА ХĂВАРНĂ

14 октября 2009 г.

Пулăç пулăçа аякранах курать тенĕ евĕр вăрă ĕçĕпе туслă çын хăй пеккине тÿрех уйăрса илет пулас. Вăрнар районĕнчи Мерин Кабардин Балкар Республикинче çуралса ÿснĕ Гивипе тÿрех пĕр чĕлхе тупнă. Пĕрремĕшĕ Шупашкарти пĕр пасарта арăмне пахча çимĕçпе сутă тума пулăшнă, иккĕмĕшĕ Шупашкара çĕр улми сутма килнĕ пулнă. Виçĕ çул каялла шăпах пасарта паллашнă та арçынсем. Каярахпа Мерин Гиви турттарса килнĕ çĕр улмине сутнă. Сутă ĕçĕсĕр пуçне Гиви Чăваш Республики тăрăх улăма пресслакан «Киргизстан» маркăллă агрегатсем туянса çÿренĕ, вĕсене Кабардин Балкар Республикине ăсатнă.

Кăçалхи май уйăхĕнче Мерин Кавказ çынни патне кредит тÿлеме 20 пин тенкĕ кивçен укçа ыйтма пынă. Унăн арăмĕ банкран 300 пин тенкĕ кредит илнĕ пулнă. Гиви хальлĕхе ун чухлĕ укçа çуккине каланă, çав вăхăтрах укçа «ĕçлесе илмелли» меслет сĕннĕ. Патăрьел районĕнчи пĕр колхозăн складĕнче ядохимикатсем упраннине пĕлтернĕ. Склада никам та хуралламан, алăк çинчи çăра та ячĕшĕн кăна çакăнса тăнă. Гиви чăваша ядохимикатсем тултарнă канистрсене вăрлама хушнă. Пĕр кунхине кăнтăрла Газель çине ларса хăйсем пĕлекен хуçалăха «разведкăна» кайса килнĕ. Каялла таврăнсан Гиви юлташне такси те тупса панă. Çав кунах каç пулсан Меринпа Ананьев таксистпа пĕрле малтан палăртнă вырăна, Патăрьел районне, çула тухнă. Ял хĕрринче вырнаçнă ядохимикатсен склачĕн алăкне çăмăллăнах уçса кĕнĕ. 5 тата 10 литрлă 20 канистра машина çине тиенĕ. Ирхине тăваттă çурăсенче Гиви пурăнакан Шупашкар районĕнчи пĕр яла çитнĕ. Канистрсене Кавказ çынни машина çинчен хăйех пушатнă. Кунта Ананьев таксист та Гивипе паллашнă. Саккаса пурнăçланăшăн илмелли суммăна вĕсене Гиви тепĕр кунне пасара пырса панă. Кашнине сахалтан 10-шар пин тенкĕ лекнĕ. Чее пулман-и-ха кабардинец; Вăл малтанах преступлениллĕ ĕç тума хушнă, унтан пурнăçланă ĕçшĕн укçа тÿлесе илĕртнĕ, кайран... чăваша шăтăк такана умне лартса хăварнă. Кунта çырса кăтартнă пек саккуна хирĕçле ĕçсене арçынсем Муркаш, Çĕрпÿ районĕсенче туса çÿренĕ. Меринпа Гиви хушшинче хирĕçÿ те пулса иртнĕ пулмалла, вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнма пăрахнă. Лешĕ ĕçшĕн тивекен укçана пĕтĕмпех тÿлеменни илсе çитернĕ пулинех çакăн патне.

Пирĕн района та çитнĕ çĕрлехи «сунарçăсем». Киров ячĕллĕ аслă çул хĕрринче вырнаçнă автопарка кĕрсе тĕрĕслесе тухнах вĕсем. Малтанах хуралçă тăракан çурта кĕнĕ. Лешĕ çĕрлехи сменăна самаях хĕмленсе килнĕ те харлаттарсах çывăрнă, хăйне йăтса каяс пулсан та нимĕн те туйман. Вăрăсене çакă кăна кирлĕ, вĕсем пĕр шикленмесĕрех автопарк территорийĕнче вырнаçнă складсен алăкĕсене çĕмĕрсе кĕрсе ядохимикатсем илсе тухнă. Кунта мĕн вăрлани çителĕксĕр пулнипе Çĕрпÿ районĕнчи «Опытный» ял хуçалăх предприятине çул тытнă. Мерин «тăрăшуллă ĕçшĕн» самаях пысăк сумма укçа илессе шаннă пулĕ те... Хăйĕнпе пĕрле çÿрекен Ананьев кăшт вăхăтран çĕнĕ çăмăл машина туяннă. Миçе çĕре вăрлама çÿренĕ пулин те ăна укçа лекмен, Гиви кайран паратăп тесе лăплантарнă. Анчах укçи кайран та, малтан та текех лекмен.

Чавса çывăх та çыртма çук, хăйне шуç чуманпа лартса янине ăнланса илсен Мерин (асăрхăр: кунти хушаматсене пурне те улăштарнă) самаях куляннă пулĕ те... Çынна хур туни нихăçан та ырăпа таврăнмасть. Халĕ унăн суд умĕнче явап тытма тивет.

Р.БОРИСОВА, районти милицин следстви уйрăмĕн следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика