14 октября 2009 г.
Иртнĕ çул эпир «Нарспи» поэма кун çути курнăранпа 100 çул çитнине анлăн палăртрăмăр. Çеçпĕл Мишшин 110 çулхи юбилейĕ те çывхарса килет. Çавна май 2009 çула Çеçпĕл Мишши çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.
Çак икĕ çамрăк хăйсен кĕске ĕмĕрĕнче халăх асне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлма тивĕç хайлавсем çырса хăварма пултарни хăйех тĕлĕнмелле япала мар-и-ха;
Поэт пулма çăмăл мар. Ÿсĕм çулĕ çинче, çаплах пурнăçра та, унăн нумай тумхаха сирме тивет. Çакна вĕсен биографийĕсене тĕпчесен те куратăн. Чи кÿренмелли вара – саманине кура литературăри конъюнктурçăсем вĕсен еткерлĕхне апла та, капла та пăсса кăтартма тăрăшни. Сăмахран, иртнĕ ĕмĕрти çирĕммĕш-вăтăрмĕш çулсенче «Нарспи» авторне «кулак поэчĕ» тесе айăплама пăхнă. Ку чухне акă Тăхтамана пархатарлă геройсен, Нарспие пархатарсăррисен шутне кĕртме хăтланнине куртăмăр. Çеçпĕл Мишши пирки те урлă-пирлĕ калаçакансем сахал мар.
Çеçпĕл Мишшин литературăри еткерĕ пысăках мар. Хăйĕн ытла та кĕске ĕмĕрĕнче (поэт çирĕм виççĕ тултараймасăрах çĕре кĕнĕ) вăл 30 яхăн сăвă çырса хăварма ĕлкĕрнĕ. Хăш-пĕр сăввине вырăсла хайланă. Пултаруллă каччă икĕ чĕлхене те лайăх пĕлнĕ. Прозăра та хăйĕн вăйне виçсе пăхма ĕлкĕрнĕ, драма произведенийĕсем те çырнă.
Хăй пурăннă вăхăтра Çеçпĕл Мишши сăввисем уйрăм кĕнекен тухма ĕлкĕреймен. Пĕр хушă ячĕ те манăçнă. 1928 çулта кăна, вилнĕ хыççăн ултă çул иртсен, поэзири юлташĕсем тăрăшнипе малтанхи кĕнеки «Сăвăсем» ятпа çапăннă. Сăвăсен иккĕмĕш кăларăмĕ вулакан патне 1940 çулта çитет. Ун чухне поэт ячĕ халăх хушшинче анлăн сарăлнă ĕнтĕ, чи лайăх сăввисем хрестоматисене, шкулсен вĕренÿ программине кĕнĕ. Çырнисен пуххи вырăсла тата чăвашла 1959 çулта, иккĕмĕш кăларăмĕ поэт çуралнăранпа 90 çул çитнĕ тĕле – 1989 çулта – тухнăччĕ.
Чăваш поэчĕн кĕске те çутă кун-çулĕ Украина çĕрĕ çинче, Остер хули çывăхĕнчи Старогородка ялĕнче, 1922 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче татăлнă.
Пирĕн вăхăтра Çеçпĕл Мишши ячĕ, Константин Ивановăнни пекех, пĕтĕм тĕнче илтĕнмелле кĕрлет. Çеçпĕл Мишши çулĕсенчи çамрăксене эпир «ача» тетпĕр. Кунта пĕчĕклетсе е ÿстерсе калани пачах та çук. Унашкал ир сарăлса çитнĕ талант литературăна яланлăхах кĕрсе юлнă тĕслĕх тĕнче историйĕнче те сайра.
Çеçпĕл Мишши поэзийĕ тĕрлĕ ăрури чăваш çыннисемшĕн мĕншĕн хаклă-ха; Ăçта çак вилĕмсĕрлĕхĕн сăлтавĕ; Чи малтанах унăн сăввисем пире хăйсен мал ĕмĕтлĕ шухăш-туйăмĕпе тыткăна илеççĕ. Вĕсенче пĕтĕм чăваш халăхĕн ăс-хакăлĕ туллин палăрса тăрать. Вăл – хăй пурăннă самана юрăçи. Ачаллах ĕç çумне çыпăçнă, пĕлÿ патне, малашлăха чун-чĕререн шанса та парăнса ăнтăлнă, çут тĕнчене, пурнăçа чун-чĕререн юратнă, тĕрĕслĕхшĕн, чăннипех те çутă малашлăха тивĕç тÿр кăмăллă ĕçченсен ырлăхĕшĕн вăй-халне шеллемесĕр кĕрешнĕ. Çав вăхăтрах ăна тăван поэзи теорийĕпе çыхăннă ыйтусем те канăç паман. Çавна май çулне кура мар çивĕч ăс-хакăлпа «Сăвă çырассипе ударени правилисем» статья çапса кăларать. Ку чăннипех те чăваш поэзине çĕнĕ çул-йĕрпе аталантармалли программăллă статья пулнă. Ăна епле пурнăçласа пымаллине те поэзи тĕслĕхĕсемпе çирĕплетет вăл. Çапла вара чăваш сăвви туллин, хăватлăн, ирĕклĕн янăраса каять.
Поэт мĕскĕнсен хутне кĕрет, этем савăнăçĕпе ĕçченлĕхне, туслăхпа тăванлăха, çĕршывăн телейлĕ пуласлăхне мухтать, тăван халăхпа унăн çивĕч чĕлхин пуласлăхне ĕненет, шанать, çак «хурçă шанчăк» ăна ĕмĕрхи йывăр тумхахсене сирме хавхалантарать, вăй парать. Вăлах çĕнĕ саманара халăх ĕçне тÿрремĕнех хутшăнса кĕрешме хистет. Ахальтен мар ăна, ир пиçсе çитнĕ çамрăка, халăх хушшинчи чи яваплă ĕçсене шанса параççĕ, Чăваш автономи облаçĕнче вăл юстици пайне ертсе пырать, ревтрибунал председательне çити ÿсет.
Çеçпĕлччен тăван чĕлхе çинчен никам та гражданин тивĕçне мала хурса пысăк çĕкленÿпе çырман темелле. Тăван чĕлхене вăл чунтан парăннă, ăна ĕненнĕ, шаннă, ун пирки тарăн шухăша кайса çырнă. Чĕлхе кирек мĕнле халăх пурнăçĕнче те тĕп вырăн йышăнса тăнине чунĕпе туйса ăнланнă, ăна тĕрлĕ йăх-яхран хĕрÿллĕн хÿтĕленĕ. Пысăк е пĕчĕк чĕлхесем пĕр-пĕрин умĕнче пурте тан, тăван чĕлхене мала хуни национализм сулăнкине кĕрсе ÿкнине пĕлтермест, пачах урăхла – тивĕçлине ыйтни кăна. Çакна тĕнчипе паллă философсемпе шухăçлавçăсем тахçанах палăртнă-ха, чăвашсен аслă вĕрентекенĕ Яковлев та пĕр хутчен мар астутарнă. Акă мĕншĕн революци çĕнĕлĕхĕ чăваш поэтне пысăк шанчăк çуратса чун-чĕререн хавхалантарнă.
Тĕнчене тасатрĕ ирĕк вут-кăварĕ,
Çут тĕнче çуталчĕ, иртрĕ авалхи.
Тĕттĕмлĕх тĕп пулчĕ, мăшкăл иртсе кайрĕ –
Тин ирĕке тухрăн, тĕп чăваш чĕлхи!
– тесе пафосла çырать вăл хăйĕн «Чăваш чĕлхи» сăввинче. Çав вăхăтрах, унăн шухăшĕпе, тăван чĕлхесĕр пурнăç та çук:
Тăван çĕршыв, е сан та вăю пĕтрĕ;
Е чăваш чĕлхин хăвачĕ çĕтрĕ;
Е ют чĕлхесем ÿснĕ майĕ
Чăваш чĕлхи çĕтсе, пĕтсе кайĕ;
Е чăваш çынни, чăваш ялĕ
Сарлака çĕр çинчен çухалĕ;..
Апла пулсан... чĕрем хыпса çунтăр,
Чĕрем хыпса çунса сив кĕл пултăр.
(«Йывăр шухăшсем»).
Ахальтен пăшăрханман поэт. Вăл пурăннă вăхăтра чăваш чĕлхине, тăван халăха вилĕм сунакансем пулман мар çав. Çакăн хыççăн вун-вун çул иртсен те чĕлхе ыйтăвĕ пирĕн ума çивĕччĕн тухса тăни куç кĕрет. Çеçпĕле хумхантарнă ыйтусем пирĕн вăхăтра та кивелмен, вĕсем çаплах çивĕч тăраççĕ. Çак чăнлăхшăн пыракан кĕрешÿре пире Çеçпĕл сăмахĕсем яланах хавхалантараççĕ.
А.ЮМАН.