АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун сакки шăрпăклă

14 октября 2009 г.

ВĂШТ ÇЕÇ СИКСЕ КАÇНĂ

Иртнĕ çулхи нарăс вĕçĕнче тĕттĕмленеспе Петров хăйĕн тусĕпе (вăл следствирен тарса çÿрет) пĕр ялта пурăнакан Жуковпа Андреев патне кайнă (виççĕшĕнне те хушамачĕсене улăштарнă), вĕсене Хунав çывăхĕнчи коллективлă сада «ухутана» пыма чĕннĕ. Лешсем турткалашса тăман – килĕшнĕ. Кашни пĕрер çунашка сĕтĕрсе малтанах палăртса хунă маршрутпа çула тухнă. Тимофеевăн сад участокĕ патне çитсен чуман лашасем пекех тăп чарăнса тăнă. Ун-кун пăхкаланă та тимĕр хÿме урлă вăшт! çеç сиксе каçнă. Пĕчĕк çурт алăкĕн прапуйне çăраççи качки тăпăлтарса кăларнă. Пÿртрен тăршшĕпе 6 метрлă, диаметрĕпе 57 миллиметрлă, хулăнăшĕпе 6 миллиметрлă 6 пăрăх, 1, 4 х 0, 75 метр пысăкăш икĕ чÿрече рами кантăкĕсемпе пĕрле илсе тухнă.

Çак пурлăх сахал пек туйăннă тăватă туса. Çуртпа юнашар ларакан сарая ухтарма шутланă. Мĕн шутланине пурнăçлама тытăннă. Çăраççине хирсе кăларса хăйсен усал ĕçне малалла тума çул уçнă. Унти икĕ электродвигателе, штампласа тунă 10 япалана, 10 литр кĕрекен пластмас тата цинк витресене çунашкисем çине хунă. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх дача хуçине 15496 тенкĕ те 57 пуслăх тăкак кÿнĕ.

Çанталăк çур енне сулăнсан кăнтăрла иртсен Петровпа Жуков каллех преступленин шуçлак çулĕ çине тухнă. Часах вĕсем «Строитель СМП-541» коллективлă садăн насус будкине кĕрсе çухалнă. Унта вĕсем касса кĕртсе лартнă çăраççине ватса лекнĕ. Хăвачĕпе 3, 5 кВт чухлĕ электродвигателе тула йăтса тухнă. Петров ал айне лекнĕ мăлатукпа тата уççипе усă курса ăна салатнă. Пăхăр пралук чĕркевĕсене тăпăлтарса кăларнă. Жуков çав вăхăтра тавралăха сăнаса тăнă: кам та пулин килес-тăвас пулсан тÿрех «ĕçтешне» систерес тесе ĕнтĕ. Тупăша килĕсене илсе кайнă. Часах пысăк çуна туртса каялла насус будкине таврăннă. Ун çине электродвигателе вырнаçтарнă. Уççисен пуххипе мăлатука та хăйсенчен хăварман. Çапла Жуковпа Петров коллективлă сада 2750 тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Суд Петрова çирĕп режимлă колонине 5 çула яма йышăну кăларнă, Жукова виçĕ çула условно ирĕк прависĕр хăварнă.

ЭРЕХ ТИСКЕР ĔÇ ТУТАРНĂ

Кăçалхи пуш уйăхĕн 24-мĕш кунĕнче Жирнов (хушаматне урăхлатнă) самаях ĕçсе лартнă. Тăранайман курăнать, Степанов (хушаматне улăштарнă) патне сулланса пынă. Кунта Петров та (çакăн та хушамачĕ хăйĕн мар) пулнă. Черкке хыççăн черкке ÿпĕнтернĕ. Часах туслă калаçу харкашăва куçнă. Жирнов пуçĕнче усал шухăш амаланнă. Вăл ал айне лекнĕ кĕреçе аврипе Петрова ултă хутчен пуçран, кăкăртан çапнă. Янах шăммине, тăнлавне, хул пуççине хытах амантнă, юн та тухнă.

Кунпа та çырлахман урса кайнă Жирнов. Вăл Петрова диван çине çавăрса çапнă та пăвма пуçланă. Лешĕ сывлайми, тапаланайми пулсан тин аллисене ун мăйĕнчен илнĕ.

Çын вĕлерене вунă çула тĕрмене хупнă.

ЛУМПА ХИРСЕ УÇНĂ

Виçĕ тус, Зиновьевпа Емельянов тата Иванов (хушамачĕсене улăштарнă), урамра тĕл пулнă. Çĕрле хула паркĕнче тĕл пулма калаçса татăлнă. Çур çĕр иртни виççĕ çитеспе палăртнă вырăна пухăннă хайхискерсем. Пĕрле лум та илсе пынă. Часах кунти пĕр киоск патнелле утнă. Лумпа хирсе çăраççине тăпăлтарса кăларнă та шала кĕнĕ.

Хăйсемпе пĕрле 180 тенкĕ укçа, 6618 тенкĕлĕх тĕрлĕ продукт илсе кайнă. Ватнă çăраççине 100 тенкĕпе хакланă.

Виççĕшне те икĕ çула хупса лартнă. Хăйсем мĕн туни çинчен тĕплĕн шутламалăх вăхăчĕ пайтах.

АЙĂПЛАВРАН ХĂТĂЛАЙМАН

Иртнĕ çулхи нарăс уйăхĕнче çул-йĕр инспекторĕсем Яковлевпа Волков (хушамачĕсене улăштарнă) Вырăскас Пикших тĕлĕнче «ВАЗ-2109» автомобиле чарнă. Руль умĕнче Родионов (хушаматне урăхлатнă) ларнă. Салонра медицина аптечки тата огнетушитель пулман. Ку вара – йĕркене пăсни. Административлă штраф пани çинчен квитанци çырма хатĕрленнĕ чухне Родионов инспекторсене 100 тенкĕ сĕтев парасшăн пулнă.

Суд ăна 6 уйăха тĕрĕслев срокĕ панă.

В.СНЕЖКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика