АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «АЧАСЕМПЕ ĔÇЛЕМЕ КИЛĔШЕТ»

14 октября 2009 г.

«АЧАСЕМПЕ ĔÇЛЕМЕ КИЛĔШЕТ»

 

2005 çулхи юлашки шăнкăрав уявĕ халĕ те асрах. 11-мĕш класс вĕренсе пĕтерекен капăр тумланнă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм шкул умĕнче тăрать. Эх, хăçан эпĕ те вĕсен вырăнĕнче пулăп-ши тесе шутлаттăм ун чухне. Вăхăт пĕр чарăнми шăвать. Акă хам та юлашки çул шкул сукмакне такăрлататăп. Юлашки шăнкăрав, экзаменсем çитнине сиссе те юлаймăпăр-ха.

Эпĕ 2005 çулта Шуркасси шкулĕнчен вĕренсе тухнă Вероника Кирилловăпа (ÿкерчĕкре) паллаштарасшăн. Вăл тăван шкулта практикăра. Пĕр ăшă кун пысăк тăхтав вăхăтĕнче Вероникăпа шкул умĕнчи сак çине ларса нумайччен калаçрăмăр.

– Вероника Ростиславовна, мĕн тĕллевпе килнĕ эсир Шуркасси шкулне; – интересленетĕп эпĕ.

– Кăçал эпĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче 5-мĕш курсра вĕренме пуçларăм. Çавăнпа та практикăна тăван шкула килме шутларăм.

– Пĕрремĕш хут класа кĕрсен хăвна мĕнле туйрăн; Пăлханмарăн-и;

– Эпĕ малтанхи çулсенче те ытти шкулсенче практикăра пулнă, çавăнпа та, хăнăхнăран пулĕ, хама лăпкă тытрăм. Халĕ эпĕ 10-мĕш класс ертÿçи.

– Вĕрентекен ĕçĕ çав тери йывăр. Эсĕ вара учитель профессине суйласа илнĕ...

– Мана ачасемпе ĕçлеме килĕшет. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма, пĕр-пĕр ыйтăва сÿтсе явма юрататăп.

– Шкул хыççăнхи пурнăç çинчен мĕн калама пултаратăр;

– Эпĕ Кăшнаруй шкулĕнче 4 çул вĕреннĕ хыççăн Шуркасси шкулне çÿренĕ. Физикăпа математика предмечĕсем килĕшетчĕç, çавăнпа тĕрлĕ предмет олимпиадисене хутшăнаттăм. Шуркасси шкулне ăнăçлă вĕренсе пĕтертĕм. Аттестатра пĕр «тăваттă» çеç. Аслă пĕлÿ илме Чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытрăм. Тăрăшни сая каймарĕ – эпĕ студент пулса тăтăм.

– Студент пурнăçĕ – чи илемлĕ вăхăт теççĕ çамрăксем. Эсир мĕн-ле шутлатăр;

– Студент пурнăçĕ чăнах та питĕ интереслĕ. Йĕрĕхçырми ялĕнчен тухса кайса Шупашкарта пурăнма пуçласан çĕнĕ пурнăç пуçланнă пекех туйăнчĕ. Республикăн тĕрлĕ районĕнчен килнĕ тантăшсемпе вĕренме çав тери интереслĕ.

– Пуласлăха, пур-нăç илемне мĕнлерех куратăр;

– Манăн тĕп тĕллев – диплом илсе ĕçе вырнаçасси. Çавăн пекех эпĕ 2006 çулта акăлчан чĕлхине вĕрентекенĕн специальноçне алла илтĕм. Маншăн пурнăç илемĕ атте-анне, тус-тăвансем сывлăхлă пулни, пĕр-пĕрне хисеплени, йывăрлăхра пулăшни.

– Сире малашне те çитĕнÿсем тума сывлăх, ăнăçу сунатăп.

Олеся ИГНАТЬЕВА калаçнă

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика