АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУРНĂÇРИ ЧĂРМАВСЕНЕ СИРМЕ ЧĂТĂМЛĂХ ÇИТЕРНĔ

14 октября 2009 г.

ПУРНĂÇРИ ЧĂРМАВСЕНЕ СИРМЕ ЧĂТĂМЛĂХ ÇИТЕРНĔ

 

Анаткас ялĕнче пурăнакан Елизавета Терентьевна Павлова октябрĕн 1-мĕшĕнче 95 çул тултарчĕ. 95 çул... Калама çеç çăмăл. Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар, пурăнан пурнăçра мĕн чухлĕ хура-шур, терт-асап курнă пулĕ вăл. Пурне те тÿссе ирттерме ай-яй çăмăл пулман ăна. Мĕнпур йывăрлăха, хуйха-суйха çĕнтерсе пыма пултаракан сывă та вăйлă чĕресĕр, кăмăл çирĕп-лĕхĕсĕр тăхăрвун пилĕк çул çинчен аса илме те кирлĕ мар.

– Пурнăç çулĕ çине тăрсан пиртен нумайăшĕ чи асамлă самантсем ачалăхра пулнă тесе шутлать. Çамрăк чухне чунра мĕн чухлĕ ĕненÿ, шанчăк, çутă та таса малашлăх, сенкер ĕмĕтсем. Телей кайăкĕ сан аллу çине хăйех килсе ларать пек... Шел пулин те, хаваслă йĕр хăвараймарĕ çамрăклăх, кĕрен урхамахпа ĕрĕхтерсе иртсе кайрĕ, савăнса-выляса кулас вырăнне мĕн пĕчĕкренех аслисемпе пĕрле ĕçлемелле пулчĕ, нушаллă пурнăç хамăр çулсене кура мар хăвăрт çитĕнтерчĕ. Эпир тÿснине никамăн та курмалла ан пултăр, вăрçăн асаплă çулĕсенче пурне те йывăр пулнă. Хĕвел тухиччен ура çинче пулнă, таврана каç сĕмĕ çапсан кăна киле кĕнĕ. Тырă вырнă, кĕлтесене те хамăрах турттарнă, авăн çапнă, пир тĕртнĕ, окоп чавнă, вăрман каснă, дамба тунă çĕрте те канма пĕлмесĕр наçилкка йăтнă. Ăçтан вăй тухнă-ши: выçăллă-тутăллă ĕçленĕ, тăраниччен çăкăр çисе курас тесе мĕн чул ĕмĕтленмен-ши. Нихăçан та алă усса ларман, чăтнă.

Пĕве кĕрсен хамăр ял каччинех Назара качча тухрăм. Учительте ĕçлетчĕ вăл. Ун чухне вĕреннĕ çынсем сахал пулнă, ăна вара вĕрентме Сурăм ялне ячĕç. Сурăм ялĕнче пурăнма тытăнтăмăр. Вунă çул хушши шкулта ачасене вĕрентрĕ. «Ман вырăн ачасем хушшинче. Ачасене вăрçса вĕрентнин усси çук, кăштах шÿт туйăмĕ кирлĕ. Шкулта чухне килти çинчен шутламастăп, киле килсен ĕçри çинчен манма тăрăшатăп», – тетчĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çынччĕ. Вунă çул вĕрентнине уявлас тенĕ чух вăрçă тухрĕ, çав кунах вĕсене Вăрнара илсе кайрĕç. Эпĕ виçĕ хĕрачапа, кĕçĕнни икĕ уйăхраччĕ, тăрса юлтăм. Вăрнарта вĕсене çар ĕçне вĕрентнĕ, ачасем пĕчĕккине пăхмасăрах çавăнта çурран виçĕ хут кайса килтĕм. Кайран вара вĕсене вăрçă хирне ăсатнă. Канаш хулине ăсатма каймаллаччĕ те каяймарăм, çавăншăн паян кун та кулянатăп. 1942 çулта вара вилнĕ хучĕ килчĕ. Ĕмĕре пĕчченех ĕмĕрлерĕм. Ачасене ура çине тăратас тесе уй-хирте ырми-канми вăй хунă.

Пурнăçа питĕ хакламалла. Кашни кунпа, кашни минутпа савăнса пурăнмалла. Эпĕ ирхине вăрансан куçăма уçма пултарнăшăн Турра тав тăватăп. Чÿрече умне пырса хĕвел хĕртсе пăхнине куратăп та чĕререн савăнатăп. Мĕнле илемлĕ-çке халĕ пурнăç. Хальхи çамрăксем пурнăçа тивĕçлипе хакласшăн мар, час-часах ним маршăнах тута тăсасшăн, паллакансемпе харкашасшăн, çывăх çынна кÿрентерсе хăйсен кăмăлне хуçаççĕ. Турă çинчен манса усал тыткăнне лекеççĕ, арçынĕ-хĕрарăмĕ пирус туртаççĕ, эрех ĕçеççĕ, чыса, ята, сума варалаççĕ. Çĕр çинче эпир хăнара çеç. Кашни саманта усăллă ирттерме тăрăшмалла. Пурнăçа юрату ăшăтса пырать. Уйрăмах тăвансемпе, кÿршĕсемпе килĕштермелле», – чунне уçать Лисук аппа.

«Ватă çынпа калаçни – ăс пухни», – теççĕ халăхра. Тĕлĕнмелле ăш пиллĕ, ачапа ачалла, ваттисемпе ватăлла пулма пĕлет Лисук аппа. Ăна никам та 95 çул памасть, типтерлĕ, ăслă хĕрарăм тахçанхисене пянхи пек астăвать. Алă усса ларма юратманскер картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Тăватă ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем амăшĕ пекех ĕçчен те пултаруллă. Ватлăх пуссан вăй чакатех. Ачисем килсе пулăшсах тăраççĕ. Хĕлле вара Лисук аппана хулана илсе каяççĕ. «Çĕр çула çитетĕпех ĕнтĕ эпĕ, хĕрсем мана пĕчĕк ачана пăхнă пекех пăхаççĕ. Ку таранччен кÿрентерсе курман», – тет кинемей.

Ачисем, мăнукĕсем, тăван-хурăнташĕ ăна ырă кăмăлĕшĕн, таса чунĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн питĕ юратаççĕ.

Елизавета Терентьевнăна Анаткас ял клубĕн администраторĕ А.Николаева, Матьшÿ ял библиотекин заведующийĕ Ф.Иванова савăк юрăпа чĕререн ăшшăн саламларĕç, парне пачĕç. Ырă кăмăллă кинемее çирĕп сывлăх, вăй-хал, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм сунчĕç.

ŸкерчĔкре: Е.Павлова вăталăх хĕрĕпе.

Ф.ИВАНОВА, Матьшÿ ял библиотекин заведующийĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика