АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧАКАÇРА ÇĔНĔ СПОРТ ОБЪЕКЧĔ УÇĂЛЧĔ

14 октября 2009 г.

ЧАКАÇРА ÇĔНĔ СПОРТ ОБЪЕКЧĔ УÇĂЛЧĔ

 

– Юлашки вăхăтра Чăваш Енте физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе нумай ĕçленĕ. Программăсемпе килĕшÿллĕн спорт сооруженийĕсене юсама тата çĕнĕрен тума республика бюджетĕнчен 1, 5 миллиард тенкĕ уйăрнă. Анчах та ку тĕп кăтарту мар-ха. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăçалхи сакăр уйăхра шкул ачисемпе çамрăксем хушшинче преступлени тăвасси 40 процент чакнă, 2008 çулта 2007 çулхипе танлаштарсан – 32 процент. Кунсăр пуçне пĕлтĕр пирус туртакансен йышĕ 10 процент сахалланнă, вĕренекенсемпе çамрăксем хушшинче вара – 36 процент. Тĕлĕнмелле те, çак пысăк çитĕнĕве ачасем физкультурăпа спорт комплексĕсене çÿреме пуçланипе çĕнсе илнĕ. Вĕсене тума республика тата федераци бюджетĕнчен 3 миллиард тенке яхăн уйăрнă. Усси вара çак суммăран тата та пысăкрах, вăл – çынсен сывлăхне çирĕплетни, спорт пурнăçĕн уйрăм паллисене йĕркелени. Виçĕ çулта çĕршывăн регионĕсенче спорт объекчĕсем тумалли программăна пурнăçа кĕртсе пырас енĕпе тăрăшнине пула республикăра салтака юрăхлă яшсен йышĕ 63 процентран 68-а çитрĕ. Эпир паллах лайăх кăтартусем пуласса шанса тăнă, çав хушăрах çакăн пек пысăк çитĕнÿсем пирки шутлама та пултарайман, – тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Раççей правительствин пуçлăхĕ В.Путин çĕршыври спорт инфратытăмне аталантарас ыйтупа ирттернĕ видеоконференцире.

Тĕнчери финанспа экономика кризисĕ йывăрлăхсем кăларса тăратнине пăхмасăр пирĕн республикăра социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем тăвасси лайăх хăвăртлăхпа пырать. Шăматкун, юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Николай Васильевич Канаш, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă. Пирĕн районти Чакаç ялĕнче вăл нумай функциллĕ спорт площадкине уçнă çĕре хутшăннă. Ăна «Газ-пром – ачасем валли» программăпа килĕшÿл-лĕн тунă. Çакăн пек спорт объекчĕсем республикăн тĕп хулинче, Шупашкар районĕнчи Толик Хураски ялĕнче, Комсомольски районĕнчи Урмаел салинче, Елчĕкре хута кайнă та ĕнтĕ.

– Чăваш Ен çăмăл мар çулсенче аталанăвăн ку чухнехи территорийĕ пулса тăчĕ. Çакăн пек спорт площадкисем пирĕн пурнăçа илемлетеççĕ, ăнăçу кÿреççĕ, ырăлатаççĕ, çамрăксен, аслă ăрури çынсен сывлăхне çирĕплетеççĕ, – палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Президент.

Вăл ял çыннисене сывă пурнăç тата спорт йăли-йĕркисене суйласа илнĕшĕн тав турĕ. Республика пуçлăхĕ савăнăçлă лару-тăрура Чакаç вăтам шкулĕнче вĕренекенсене волейболпа баскетбол мечĕкĕсем тата «Ромашка» ача садне çÿрекенсене теттесем парнелерĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пухăннисене нумай функциллĕ спорт площадки уçăлнă ятпа саламларĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне, «Чăвашрегионгаз» тулли мар яваплă тата «Чăвашсетьгаз» акционерсен уçă пĕрлĕхĕ-сен генеральнăй директорне К.Мифтахутдинова çак объекта тума пулăшнăшăн районта пурăнакансен ячĕпе тав турĕ. Кияметдин Садыртдинович Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхне О.Егорова нумай функциллĕ спорт площадкин символла уççине пачĕ.

Чакаçсене çак паллă пулăмпа çавăн пекех Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕ А.Николаев, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ В.Полукарова, хăвăрт утассипе олимп чемпионĕ пулнă, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Е.Николаева, «Спорт вăййисен хатĕрĕсем» акционерсен хупă пĕрлĕхĕн директорĕ Н.Николаев саламларĕç.

Шкулпа ача сачĕ хушшинче вырнаçнă спорт площадки ачасен уçă сассисемпе тулчĕ. Волейбол команди кунта хăйĕн пĕрремĕш тренировкине ирттерчĕ. Спорт снарячĕсем патĕнче хăйĕн вăйне Н.Федоров Президент та тĕрĕслесе пăхрĕ.

Президентăн малалли çулĕ Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьел ялне пулчĕ. Кунта вăл «Олимп» комплекслă спорт площадкине уçнă çĕре çитсе курчĕ. Комплекса гимнастика хули, тăрăллă фитнес-зал, хывăнса тăхăнмалли тата çăвăнмалли пÿлĕмсем, волейбол тата баскетбол площадкисем кĕреççĕ. Николай Васильевич тин кăна алă пусса çирĕплетнĕ Указпа та паллаштарчĕ. Унпа килĕшÿллĕн килес çул Республика кунĕнчи тĕп мероприятисем Шупашкарта тата Патăрьелте иртĕç. Çавăн пекех республика пуçлăхĕ Илюткинсен харпăр хăй хушма хуçалăхĕпе паллашрĕ, вĕсен икĕ хутлă çуртне кĕрсе курчĕ. Çемье пуçĕ Александр «Агрофирма «Исток» тулли мар яваплă пĕрлĕхе ертсе пырать.

Шăмăршăра Н.Федоров районăн тĕп больницин хирурги тата терапи уйрăмĕсене урăхлатса çĕнетнĕ хыççăн уçнă çĕре хутшăнчĕ. Николай Васильевич Чăваш Енте сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарас енĕпе татăклă улшăнусем тунине палăртса хăварчĕ. Больницăн тĕп врачне О.Львова 400 пинлĕх медицина хатĕрĕсем туянма сертификат пачĕ. Шăмăршăсем Чăваш Республикин Промышленноçпа энергетика министерстви ирттернĕ инноваци инфратытăмне йĕркелеме тата аталантарма грант илмелли конкурсра мала тухса 5 миллион тенкĕне тивĕçнĕ. Çакăн сертификатне район пуçлăхĕ В.Фадеев республика пуçлăхĕнчен илчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика