09 октября 2009 г.
Акă, сисмесĕрех юпа уйăхне те кĕрсе кайрăмăр. Çак вăхăт тĕлне уй-хир ĕçĕсене чылайăшне вĕçленĕ ĕнтĕ. Анчах ĕççи хыççăн та канăç çук çĕр çыннин: техникăна хĕллехи управа вырнаçтарса лартмалла, çитес çул уя тухма тĕплĕн юсаса йĕркене кĕртмелле, пысăк тухăçшăн тăрăшса пахалăхлă вăрлăх хатĕрлемелле, минераллă удобренисем туянмалла...
Çак кунсенче Патшалăх технадзор инспекцийĕн аслă инспекторĕпе А.Петровпа Киров ячĕллĕ ЯХПКна çитсе килтĕмĕр, техникăн управлăхĕпе паллашрăмăр. Вулакана аса илтеретпĕр, республикăра техника управлăхĕпе çулсеренех смотр-конкурс иртет. Кăçал çак тĕрĕслев тапхăрĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пырать. Анатолий Дмитриевич (ÿкерчĕкре сылтăмри) чÿк уйăхĕччен районти кашни хуçалăхах пырса курĕ, техникăна еплерех упрама лартнине хак парĕ. Пысăк хака тивĕçнĕ районти хуçалăхсем республикăри хуçалăхсем хушшинче мала тухассишĕн тупăшĕç.
Киров ячĕллĕ ЯХПКри мехпарка кĕрсенех техника типтерлĕхĕшĕн хытă тăрăшни тÿрех куçа курăнать. Акă, сеялкăсене, культиваторсене уйрăммăн пĕр рете тĕревсем çине вырнаçтарса лартнă, комбайнсен – хăйсен «урамĕ» (ÿкерчĕкре). Çийĕнекен-тутăхакан пайсене ятарлă шĕвекпе сĕрнĕ, резина кустăрмасене шуратнă – çакă çанталăк улшăннă май вĕсене юрăхсăра тухасран хăтарать. Автомашинăсем, кустăрмаллă тракторсем газпа хутса ăшăтакан гаражра хĕл каçаççĕ. Техникăна упрас тĕлĕшпе «кировецсем» пуриншĕн те ырă тĕслĕх, çулсерен тенĕ пекех смотр-конкурсра малти вырăнсене йышăнаççĕ вĕсем. Кăçал та çак шанăç пысăк – паркра чăннипех тирпейлĕх хуçаланать.
А.МЯСНИКОВ.