АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУР КĂТАРТУ ТА САВĂНТАРМАСТЬ

09 октября 2009 г.

Вăхăт пĕр сисĕнмесĕр шав малалла шăвать. Акă, юпа уйăхне те кĕтĕмĕр. Ку тапхăрта тăхăр уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси йăлара. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăру çинчен район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп зоотехникне С.Васильева каласа кăтартма ыйтрăм. Паян вăл пирĕн редакци хăни. Акă мĕн пĕлтерчĕ Сергей Павлович:

– Пĕтĕмпе чĕрĕ виçепе 491, 1 т аш-какай сутнă, çакă пĕлтĕрхи тапхăртипе пăхсан 79, 7 процентпа танлашать. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче лару-тăру çăмăл мар, кашни хуçалăхра тенĕ пекех аш-какай туса илесси чакнă, çакна мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ сахалланса пынипе сăлтавламалла, сыснасем вара районта пачах юлман тесен те йăнăш пулмĕ. Тăхăр уйăхра пĕтĕмпе туса илнĕ аш-какай виçинче мăйракаллă шултра выльăхсен ашĕ – 60, 0 процентпа, сыснасен – 8 процентпа, чăх-чĕп ашĕ 34 процентпа танлашнă.

Пĕтĕмпе 3928 т сĕт суса илнĕ (104 процент). Пĕлтĕр-хи çак тапхăра илсен районти хуçалăхсенчен чылайăшĕ сăвăм шайне ÿстернĕ, вĕсене асăнса хăварни ытлашши пулмĕ: «Путь Ленина» ЯХПК, «Нектар», «Пинер», «Хучель», «Сормовский» пĕрлĕхсем, Киров ячĕллĕ кооператив тата ыттисем. Районта виçĕ хуçалăх çеç: «Восход», «Исток» тата «Мотор» халăхран сĕт пуçтарассипе ĕçлеççĕ.

Тăхăр уйăхра районĕпе кашни ĕнерен вăтамран 2656 кг суса илнĕ (иртнĕ çулта 2476 кг пулнă), ÿсĕм – 107 процент. Чи пысăк кăтарту «Агат» пĕрлĕхре, унта кашни ĕне пуçне 3590 кг сĕт сунă, Киров ячĕллĕ ЯХПКра – 3235 кг, «Хучель» – 3148 кг, «Нектар» пĕрлĕхсенче – 3111 кг. Хальхи вăхăтра сĕт рынокĕнче лару-тăру йĕркеленсе пыни сисĕнет, сĕте пысăкрах хакпа туянма пуçларĕç. Йăлтах йĕркене кĕрсе çитиччен кăштах тÿсме тивет, сăвакан ĕнесен йышне чакарса лартни çăлăнăç патне илсе çитермест. Сĕт сутса кирек хăçан та хавшанă хуçалăх экономикине йĕркене кĕртме пулать.

Усă куракан çĕр лаптăкĕсен 100 га пуçне 228 ц сĕт суса илнĕ, ÿсĕм – 104 процент. 28, 4 ц (иртнĕ çул – 35, 7 ц) аш-какай туса илнĕ. Киров ячĕллĕ ЯХПКн тата «Восход» пĕрлĕхĕн сĕтпе кăтарту районта чи пысăкки. Аш-какай туса илессипе те малти вырăна çÿлерех асăннă хуçалăхсенче тăрăшакансемех йышăнаççĕ.

– Выльăх-чĕрлĕх йы-шĕ çулсерен чакса пырать, çакна мĕнпе сăлтавламалла;

– Район администрацийĕ тата АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай çирĕп мерăсем йышăнаççĕ пулин те выльăхсен йышĕ районта чаксах пырать. Ĕç укçи, налук парăмĕсене татас тата техника валли саппас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянас тĕллевпе ертÿçĕсенчен чылайăшĕ сăвакан ĕнесене сутаççĕ. Ĕнесен йышне чакарнине хуçалăх ертÿçисем çавăн пекех фермăсенче ĕç вăйĕ çитменнипе те сăлтавлаççĕ. Выльăхсен йышне çакăн пек хăвăртлăхпа чакарса пырсан фермăсем районта пĕр çулталăк хушшинчех пушанса юлма пултараççĕ. Фермăсенче выльăх йышĕ пĕтсен, хуçалăх арканасси те инçех мар.

Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне районта пурĕ мăйракаллă шултра выльăх 3563 пуç шутланнă (пĕлтĕр тăхăр уйăхра – 3998 пуç). Выльăх-чĕрлĕх йышне районта чылайăшĕ чакарса пыраççĕ пулин те çав вăхăтрах пĕлтĕрхи шайра тытса пыракансем те пур: «Путь Ленина» ЯХПК, «Нектар» тата «Агат» пĕрлĕхсем.

Ĕнесем те сахалланса пыраççĕ. Иртнĕ çулта ку вăхăт тĕлне 1496 пуç пулнă пулсан, кăçал 1413 ĕне çеç юлнă. Киров ячĕллĕ ЯХПКна ырă тĕслĕх вырăнне илсе кăтартас килет, унта сăвакан ĕнесене йышлăн тытаççĕ. Вĕсем районта кăна мар, республикăра та кăтартуллă ĕçлесе пыраççĕ.

Выльăх шучĕ чакса пынă май, паллах, пăру илесси те чакать. Кăçал тăхăр уйăхра 1101 пăру илнĕ пулсан, пĕлтĕр çак кăтарту 1362 пуçпа танлашнă. Тăхăр уйăхра 100 ĕне пуçне 62 пăру илнĕ, пĕлтĕр – 65 пуç. «Путь Ленина», «Цивиль», «Нектар», «Урюм», «Восход», «Исток», «Хучель» «Родник», «Сормовский», «Агат» хуçалăхсенче 100 ĕне пуçне 65 ытла пăру илме пултарнă.

Районта мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 448 грампа танлашнă (пĕлтĕр 431 грамм). «Путь Ленина», «Нектар», «Пинер», Киров ячĕллĕ, «Агат» хуçалăхсенче çак кăтарту 500 грамран та иртет. Енчен те выльăхсен талăкри ÿт хушаслăхĕ 600 грамран та пысăкрах пулсан, çак отрасль тинех тупăш кÿме пуçлĕ. Кунта вăкăрсене еплерех пăхнинчен нумай килет, паллах, вĕсене тăрантаракан апат витаминсемпе пуян тата тĕрлĕрен пулмалла.

Сыснасем районта çулсерен чаксах пыраççĕ, хальхи вăхăт тĕлне вĕсен йышĕ 1000 пуçа та çитмест. Анчах та çура туянас текенсем йышлă, çавăнпа та сысна ĕрчетессине пăрахăçлани вырăнсăр.

– Паянхи кун мĕн енĕпе ытларах тимлетĕр;

– Халĕ пирĕн умри тĕп тĕллевсенчен пĕри – выльăхсене хĕл кунĕсенче тытмалли тапхăра хатĕрлесе çитересси. Вĕсене тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарма утă, сенаж тата силос çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă. Витесене юсаса йĕркене кĕртес ĕç вĕçленсе пырать. Выльăхсене хĕллехи тапхăра куçарсан вĕсен кашнин умĕнчех шыв çителĕклĕ пулмалла. Çав вăхăтрах тăварпа пурă пирки те манса каймалла мар. Апат рационĕ чухăн тата унта витаминсем сахал пулнăран выльăх-чĕрлĕх продукцине чылай чухне кирлĕ шайра илейместпĕр.

А.ЯМАНКАС калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика