АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂТАРТУСЕНЕ ПĔТĔМЛЕТМЕ ВĂХĂТ ÇИТРĔ

09 октября 2009 г.

Районта ял хуçалăх культурисене ăнăçлă пухса кĕртнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче пĕрчĕл-лĕ тата пăрçа йышши культурăсем туса илес енĕпе чи лайăх кăтарту «Канаш» Çĕр улмине мухтав» агрофирма» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн – гектартан 34 центнер, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн – 26 центнер, «Сеспельское» пĕрлĕхĕн – 24, 5 центнер, «Хучель» пĕрлĕхĕн – 23, 8 центнер. Пĕрчĕллĕ тĕш тырă районĕпе пĕтĕмпе 30000 тонна пуçтарса кĕртнĕ, çак кăтарту пĕлтĕрхи шайпа танлаштарсан 108 процентпа танлашать.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче тата хресченпе фермер хуçалăхĕсенче туса илнĕ çĕр улмин пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ – 14000 тонна. Çак тухăç иртнĕ çулхинчен икĕ хут пысăкрах. Пĕлтĕр 6440 тонна пулнă. Гектарăн вăтам тухăçĕ – 184 центнер. Малта пыракансен речĕн пуçĕнче – «Канаш» Çĕр улмине мухтав агрофирма» тулли мар яваплă пĕрлĕх. Унăн ĕçченĕсем 175 гектар çинчен 5327 тонна пухса кĕртнĕ: кашни гектартан – 304 центнер. Лайăх тухăç илнисем хушшинче «Канаш» тулли мар яваплă пĕрлĕх – кашни гектарăн кăтартăвĕ 180 центнер. «Цивиль», «Нектар» хуçалăхсем те гектар çинче çĕр улми 180 центнер ÿстернĕ, «Маяк» пĕрлĕх – 170 центнер.

Кĕрхи культурăсене 6400 гектар çинче акса хăварнă. Пĕлтĕрхинчен 30 процент нумайрах. Çĕртме 8002 гектар йышăнать.

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районта пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕрсем 9372 гектар пулнине палăртнă. Çулталăк пуçланнăранпа 4007 гектар çĕре хыт-хураран тасатса тырă акнă. Çак енĕпе уйрăмах «Сеспельское» тулли мар яваплă пĕрлĕх аван ĕçленĕ. Кунта 1097 гектар çĕр ешĕл калчапа витĕннĕ.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика