АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЫН ПУРНĂÇНЕ ТАТНĂ

07 октября 2009 г.

Сентябрĕн 26-мĕшĕнче каçхине 20 сехет те 36 минутра районти шалти ĕçсен пайне Тăрăн ялĕнчен хĕрарăм шăнкăравланă. Вăл ялти пĕр çуртра арçын виллине тупнине пĕлтернĕ. Милици сотрудникĕсем инкек пулнă вырăна çитсен арçын каçхи 7 сехетсенче вилнине палăртнă. Çул çитмен çамрăк Иванов хăйĕн ашшĕ килĕнче 50 урлă каçнă арçынпа Власовпа хирĕçсе кайнă. Ăна тапса-çапса пĕтернĕ. Пĕр шелсĕр пулнă 15 çулти çамрăк. Йывăр аманса пĕтнĕ Власов «васкавлă пулăшу» киличчен вилсе кайнă.

Иванов тесе палăртнă çамрăк кăçалхи март уйăхĕнче 15 çул тултарнă. Вăл Казахстан Республикинче çуралнă, Тюмень хулинче ашшĕн йăмăкĕ патĕнче пурăннă. Кăçалхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче Иванова çапкаланса çÿренĕшĕн Тюмень станцийĕнче милици сотрудникĕсем тытса чарнă, çак хулари «Мария» социаллă приюта вырнаçтарнă. Тепĕр эрнерен приют сотрудникĕсем арçын ачана Канаша илсе килнĕ. Пурăнмалли вырăн тупса париччен вăхăтлăха ачасемпе çул çитмен çамрăксен Канашри приютне вырнаçтарнă. Сентябрĕн 23-мĕшĕнче Иванова ашшĕ, вăл «Цивиль» хуçалăхра ĕçлет, пурăнакан вырăнта регистрациленмен, хăй патне килне илсе кайнă. (Кунта хушаматсене пурне те улăштарнă). Арçын ача 15 çул тăван тăрăхран аякра пурăннă, преступленине вара шăпах район территорийĕнче тума тивни хытах пăшăрхантарать.

Мĕн куратпăр-ха; Çул çитмен çак çамрăк пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕн хÿттинче вĕсен ырă енĕсене курса ÿснĕ, тивĕçлĕ воспитани илнĕ пулсан çакăн пек преступлени, тен, пулмастчĕ те.

Л.АНТОНОВА, районти милицин çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика