07 октября 2009 г.
Кăçалхи сакăр уйăхра республика территорийĕнчи çулсем çинче пассажирсене турттаракан автотранспорт водителĕсен айăпĕпе 124 авари пулнă. Инкекре 14 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 191 çын сусăрланнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта 86 автоаварире 9 çын вилнĕччĕ, 129 çын аманнăччĕ. Автобус водителĕсен айăпĕпе пулнă 70 факта шута илнĕ, вĕсенче 4 çын вилнĕ, 101 çын аманнă.
Çулсем çинче пулакан инкексен тĕп сăлтавĕсенчен пĕри – пассажирсене турттаракан автотранспорт предприятийĕсем тата уйрăм предпринимательсем пассажирсене илсе çÿремелли йĕркесене сĕмсĕр-рĕн пăсни, автобуссен 50 проценчĕн амортизаци срокĕ тахçанах тухнă пулин те вĕсемпе халĕ те усă курни.
Унсăр пуçне водительсемпе тивĕçлĕ инструктаж ирттерменни, автобуссем пассажирсене палăртнă хисепрен ытларах турттарни, çул-йĕр условийĕсем (çул паллисем, çул хĕррисем çукки) тивĕçтерменни те инкек патне илсе çитерме пултараççĕ.
Водительсем транспорт хатĕрĕсене техтĕрĕслев кăларма, юсаттарма суя договорсем тунă тĕслĕхсем те час-часах тĕл пулаççĕ.
Январь-август уйăхĕсенче район территорийĕнче автобуссем хутшăннипе 4 авари пулнă, вĕсенче 1 çын вилнĕ, 11 çын аманнă. Çулсем çинчи йĕркелĕхе тытса тăрас тĕллевпе сентябрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 10-мĕшĕччен Чăваш Республикинче «Автобус» операци иртет. Хисеплĕ водительсем, çуран çÿрекенсем, çул çинче яланах тимлĕ, асăрхануллă пулăр.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.