07 октября 2009 г.
Чăваш Республикин граждăнла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн хушăвне пурнăçласа тата çуллахи каникул хыççăн ачасен çул çинчи, юхан шывсемпе кÿлĕсем çывăхĕнчи, транспорт çинчи тим-лĕхне ÿстерес тесе Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕн коллективĕ тăрăшуллă ĕçлет. Çакна вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем те çирĕплетеççĕ.
Вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш кунĕсенче шкулта «тревога» янăраса кайрĕ. Ачасем васкаса, çухалса каймасăр шкултан тухса ятарлă вырăна пуçтарăнчĕç. Шкул директорĕ Людмила Варфоломеевна Павлова «инкек» килсе çапсан çухалса кайманшăн ачасене мухтаса илчĕ. Вăл кун тревогăпа шкултан тухма хăнăхассипе вĕренÿ иртрĕ. Çак мероприятине тĕплĕн хатĕрленме пире шкулта ОБЖ предметне вĕрентекен пĕрремĕш категориллĕ учитель Василий Александрович Григорьев нумай пулăшрĕ.
Ашшĕ-амăшĕсем шкул пухăвне килсен «Эпир хăрушсăрлăх тĕнчинче» конкурса тăратнă ачасен ÿкерчĕкĕсемпе паллашрĕç. Чи пахисене малти вырăнсем парса хавхалантарма сĕнчĕç. Вĕсем çул, транспорт çинче тата шыв хĕррисенче ачасен тимлĕ пулмаллине çирĕплетсе каларĕç.
Класс ертÿçисем уроксем хыççăн инкек-синкекрен сыхланмалли мелсем çинчен уçă уроксем ирттереççĕ. Шкулта иртекен линейкăра ачасем викторинăри нумай ыйтăва ĕçпе çирĕплетме пултарни пурне те килĕшрĕ.
«Инкек-синкек пире пулмĕ,
Яланах катара çÿрĕ», – çирĕплетсе калатпăр эпир, Вăтакас Татмăш шкулĕн вĕренекенĕсем.
А.АЛЕКСАНДРОВ, А.ВАСИЛЬЕВА, Г.ДМИТРИЕВА, Д.ИВАНОВ.