АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮМАХРИ ПЕК ПУЯН

07 октября 2009 г.

Ял çынни пахчари кĕрхи ĕçсене вĕçлесе пырать. Кĕр мăнтăр килнипе çав тери кăмăллă вăл. Мĕн кăна пухса кĕртмерĕ пуль пахчаран: çĕр улмирен пуçласа тĕрлĕ улма-çырла таранах. Çут çанталăк хăйĕн пуянлăхĕпе мухтаннăнах туйăнать.

Çакна шута илсе эпир шкул ачисемпе «Юмахри пек пуян çут çанталăк» ятпа библиографи сехечĕ ирттертĕмĕр. «Пахчаçăсене пулăшу» ятпа кĕнеке выставки, хамăр туса илнĕ çимĕçсенчен «Пирĕн савăнăçлă пахча» курав йĕркелерĕмĕр.

Малтанах кĕрхи ярмăрккăн пĕр самантне кăтартрăмăр. Ачасем тĕрлĕ пахча çимĕçĕн паха енĕсемпе паллаштарчĕç. Вероника Петрова кишĕр, Вадим Николаев помидор, Никита Смирнов груша, Женя Матвеев çĕр улми, Миша Жураев купăста, Августина Васильева суханпа кăшман çинчен çав тери интереслĕ каласа кăтартрĕç. Тутлă панулмипе çыхăннă вăйăсене чылай вылярăмăр. Çип çинче çакăнса тăракан панулмине çиме мĕн тери пултарулăх кирлĕ! Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене те савăнсах шырарĕç мероприятине хутшăннисем.

Ачасем хăйсем çу каçипе улма-çырла пахчинче ашшĕ-амăшне пулăшни çинчен савăнса юрларĕç. Тăрăшса ĕçлесен юрлама та кăмăллă.

С.ДИМИТРИЕВА, Кайри Ăнтавăш ял библиотекин заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика