07 октября 2009 г.
Шкулта кашни педагогăн вĕрентÿ методики хăйне евĕрлĕ. Тĕрлĕ предмета вĕрентекен учительсем ниепле те пĕр пек меслетпе ĕçлеме пултараймаççĕ. Тĕрлĕ предметпа кăна мар, акă, калăпăр чăваш е вырăс чĕлхине икĕ е виçĕ учитель вĕрентсен те кашнийĕ хăйне май пĕлÿ парать, анчах вĕсен тĕп тĕллевĕ – ачана тивĕçлĕ пĕлÿ парасси.
Ача ăслă, пултаруллă, хастар пуласси вĕрентекенрен нумай килет. Учителĕн вара ялан шыравра пулмалла, хăй тĕллĕн вĕренмелле, нумай вуламалла. Уçырма вăтам шкулĕнче ĕçлекен З.Иванова тăрăшуллă, ăста педагог пулни куç кĕрет. Вăл – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Зоя Алексеевна педагог пулса 30 çул тăрăшать, ачасене вырăс чĕлхипе литературине юратма вĕрентет. Çав шутран 16-мĕш çул ĕнтĕ хăйĕн ĕçĕнче Л.Клементьев методикипе усă курать.
Кам вăл Л.Клементьев; Лев Петрович И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культурологи кафедрин доценчĕ, строительство, дизайн, информатикăпа шутлав техникин факультечĕсенче студентсене вĕрентет. Мĕнле методика вăл Клементьев методики;
– Лев Петрович методикипе кирек мĕнле учитель те усă курма пултарать. Çак меслет çăмăл, пурне те ăнланмалла. Клементьев методикинче класс пухăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрнă, урăхла вĕсене «ĕçлĕ калаçу урокĕсем» тетпĕр. Урока староста, класс канашĕн председателĕ, культурăпа массăллă ĕçсемшĕн яваплă ача ирттереççĕ. Кашни ача класра пĕр эрне хушшинче мĕн тунине каласа парать, эпир ăна «отчет тăвать» тетпĕр. Отчет валли пĕр минут уйăратпăр, çавăнпа та ачан ĕç çинчен кĕскен те уçăмлăн, ăнланмалла каласа памалла. Класра палăрнă ачасене мухтаса илмелле. Ачасем япăх ĕç туни çинчен пĕтĕм класс умĕнче калама, критиклеме кирлĕ мар. Айăпа кĕнисемпе уйрăммăн, куçа-куçăн калаçмалла, унсăрăн ача чунне амантма, ăна хытах кÿрентерме пулать, – тет Зоя Алексеевна.
«Эсир мĕншĕн çак методикăна суйласа илтĕр;» – тесе ыйтрăм та, вĕрентекен кĕскен кăна: «Унпа ĕçлеме çăмăл», – терĕ.
Иртнĕ эрнере Л.Клементьев доцентпа пĕрле Зоя Алексеевна ертсе пыракан 6-мĕш класра ĕçлĕ калаçу урокĕнче пултăм. Халиччен урока кун евĕр ирттернине курман та маншăн интересли, шутламалли чылай пулчĕ. Ĕçлĕ калаçу урокне староста ертсе пырать. Вĕренекенсем хăйсем хушшинче комисси членĕсене суйлаççĕ. Класс икĕ отряда пайланать, отрядри кашни ача мĕн тунине доска умне тухса каласа парать. Комиссире ларакансем ачан ĕçне хакласа доска çине оценка лартаççĕ. Хаклав ирттернĕ чухне унăн калаçу чĕлхине, эрне хушшинче мĕнле дисциплина пулнине, ытти чылай критерие шута илеççĕ. Ачасем эрнере икĕ кун пĕр-пĕрне уроксем тума пулăшаççĕ. Перемена вăхăтĕнче тĕрлĕ темăпа калаçу ирттереççĕ (вĕсем лекци вуларăмăр теççĕ).
Акă, тĕслĕхрен, Марина Козлова отчет тунă чухне класри 7-8 ачана урок тума пулăшнине калать. «Пĕчĕк хĕрача вĕсене мĕнле итлеттерме пултарнă-ха; Зоя Алексеевна пулăшнă пуль;» – кăсăкланать университет доценчĕ. «Çук, – тет Ваня Козлов, – пире Марина каларĕ те пурте класа кĕрсе лартăмăр. Эпир Зоя Алексеевна çук чухне хамăр тĕллĕнех ĕçлетпĕр». Мĕн курăнать-ха кунта; Ман шутпа, ачасем хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхса пыраççĕ. Акă тата Ваня Краснов отчет тунă чухне учитель ăна чарчĕ те ларма хушрĕ. «Çук-ха, ман отчет вĕçленмен-ха», – терĕ. Вара пуçланă шухăша вĕçне çитичченех каласа пĕтерчĕ. Ачасем хăйсен шухăшне уçăмлăн палăртма пĕлеççĕ пек туйăнчĕ мана.
Ĕçлĕ калаçу урокĕсем ачасен дисциплинине çирĕплетме, кашнийĕнех ĕç пурри (калăпăр, староста, ĕç йĕркелÿçи, интереслĕ хыпарсемпе паллаштаракан тата ыт. те) яваплăха ÿстерет. Ачасем хушшинче вăрçса, хушса калани пулмалла мар. Лăпкăн ăнлантарса калаçнин витĕмĕ вăйлăрах. Кун пек чухне ачасем пĕр-пĕрне итлеме, çав вăхăтрах хисеплеме те хăнăхаççĕ. Пĕр-пĕрне итлеме пĕлекен ачасем учитель сăмахне те тимлеççĕ.
Кăçалхи улттăмĕшсен дисциплина пĕлтĕрхипе танлаштарсан палăрмаллах лайăхланнине палăртаççĕ Зоя Алексеевнăпа директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Алевтина Никифоровна Егорова. «Халĕ ачасем мероприятисене те хăйсем тĕллĕнех хатĕрленеççĕ, шкулти уявсене хутшăнса юрлама е сценка кăтартма юрать-и тесе пырса ыйтаççĕ. Вĕсен ĕçлес туртăм пысăк. Вĕренес туртăмĕ вăй илсе ялкăшма тытăнсан тата лайăхрах пулмалла. Çак туртăм патне çитесчех», – тет З.Иванова учительница.
Л.Клементьев доцент Зоя Алексеевна вĕрентнĕ малтанхи кăларăмри ачасене халĕ те лайăх астăвать. Пĕр 15 çул каялла вăл Уçырма шкулне тăтăшах килсе çÿренĕ. «Шупашкартан педагогсен коллективĕсене илсе килсе кăтартаттăм ял шкулĕнчи учитель мĕнле ĕçленине. Вĕсем ĕненместчĕç ман меслетпе ачасемпе çакăн пек ĕçлеме май пуррине», – тет Лев Петрович. Халĕ Зоя Алексеевна хăй ăста меслетçĕ. Ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнисĕр пуçне шкулти А.С.Пушкин музейне ертсе пырать (музей йĕркелÿçи те хăйех), вĕренÿ журналĕсене статьясем çырать. Пуян опытлă педагогран вĕренмелли нумай.
Эпĕ хам енчен сумлă педагога ăнăçу, вăл вĕрентекен ачасене вара тăрăшса вĕренме сунатăп. Ачасем, тантăшăрсем сирĕнтен ырă тĕслĕх илме пултарччăр.
И.ВЛАДИМИРОВА.