07 октября 2009 г.
Юпа уйăхĕн пĕрремĕш кунĕ Çеçпĕлти Ватăсен çуртĕнче пурăнакансемшĕн чылайлăха асра юлĕ. Вĕсене уяв ячĕпе саламлама федерацин Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп инспекторĕ Р.Тихонов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова килчĕç. Хаклă хăнасене ватăсемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров, районти халăха соцхÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова ырă сунса кĕтсе илчĕç.
Р.Тихонов тĕп инспекторпа министр çумĕ Л.Рулькова чи малтанах Ватăсен çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, пÿлĕмсенче, хуралтăсенче, çурт çумĕнчи пахчара пулчĕç, пурăнмалли условисемпе, ветерансене социаллă тата медицина пулăшăвĕ мĕнле парса тăнипе, пушă вăхăта епле ирттернипе интересленчĕç, кунта пурăнакансемпе пĕрле районти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕн концертне пăхрĕç. Çакăн хыççăн сăмах Руслан Кронидович илчĕ. Вăл уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунчĕ.
– Ытларах ура çинче пулма, пултарнă таран хусканусем тума, вăй çемми ĕçре кăштăртатма тăрăшăр, нумай пурăнăр, ан чирлĕр. Çĕршыв пуласлăхĕшĕн ырми-канми, тÿрĕ чунпа ĕçленĕшĕн, кăмăл ăшшишĕн пысăк тав. Сирĕн ăрăвăн опытне тата ăсне ним ÿстермесĕр наци пуянлăхĕ теме юрать. Пысăк чăтăмлăхшăн, ăс пама яланах хатĕр пулнишĕн пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп, тăванăрсен, çывăх çыннăрсен тимлĕхне сунатăп, – терĕ тĕп инспектор.
Людмила Ивановна та ватăсем валли ăшă та ырă сăмахсем тупрĕ. Унăн сăмахĕсем чылайăшне йĕпеннĕ куç айĕсене типĕтме саппун кĕсйисенчен пĕчĕк тутăрсем кăларттарчĕ е пĕркеленнĕ пичĕсенче савăнăç шевли выляттарчĕ: халăхра калашле, çумăрĕ те çурĕ, хĕвелĕ те пăхрĕ. Шупашкартан килнĕ хăнасен саламĕсем çумне райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова, ватăсен çурчĕн заведующийĕ Т.Степанова, Çеçпĕлти «Аннушка» лавкка сутуçи З.Григорьева хушăнчĕç. Хăнана пушă алăпа çÿремеççĕ, çак ырă йăлана асра тытса вĕсем пурте парнепе килнĕ. Хăйсене хисеп туса килнисене ватăсен ячĕпе вăрçă тата ĕç ветеранĕ, 88 çулхи А.Григорьев, Е.Сорокина, Е.Васильева, О.Петрова ăшшăн тав турĕç.
Федерацин тĕп инспекторĕпе министр çумĕ ватăсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
В.АЧЧА.