07 октября 2009 г.
Аслă çул хĕрринчи «Колос» кафен пысăк залĕ районти чи маттур учительсене хаваслă юрăпа кĕтсе илчĕ. Шăрантараканĕсем – районти культура çурчĕ çумĕнчи «Ентешсем» ансамбль артисчĕсем А.Яшманова, В.Борисова, Л.Никифорова тата А.Николаев. «Ырă кун сана, тăван» юрă кашнин кăмăлне çĕклерĕ. Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров пухăннисене Учительсен кунĕ ячĕпе саламларĕ. Вĕрентÿ управаленийĕн пуçлăхĕпе Ю.Алексеевпа унăн çумĕ С.Иванова та педагогика ĕçченĕсем валли ăшă сăмахсем тупрĕç.
Уяв ячĕпе йĕркеленĕ савăнăçлă пухăва пынă, пулас ăрăва тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă учительсене ура çине тăма ыйтсан пĕтĕм зал вĕсене хыттăн алă çупса чыс турĕ. Ветерансен ячĕпе Н.Севастьянов, А.Фомин, А.Долгова, В.Котов салам тата тав сăмахĕсем каларĕç. Виктор Павлович уява хăй хайланă сăвăпа килнĕ. Ăна хăпартланса, хастар кăмăл-туйăмпа вуларĕ.
Акă чи кăмăллă, хаваслă самант çитрĕ. Вĕрентÿ управленийĕн йĕркелÿпе методика центрĕн методисчĕ Елена Ивановна Иванова, Карăклă вăтам шкулĕн истори тата общество пĕлĕвĕн учителĕ Маргарита Михайловна Герасимова, Ираида Геннадьевна Ильина биолог-эколог (Шăхасан), Владимир Николаевич Кириллов физрук (Сухайкасси) район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров аллинчен «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕç пулни çинчен пĕлтерекен ĕнентерÿ хучĕсем илчĕç. Шăхасан вăтам шкулĕнче ачасене историпе общество пĕлĕвне вĕрентекен Роза Васильевна Ефимовăна, Янкăлч тата Шăхасан шкулĕсен директорĕсене Светлана Станиславовна Васильевăпа Владимир Иванович Федорова, вĕрентÿ управленийĕн йĕркелÿпе методика центрĕн методистне Елена Петровна Кожевниковăна çак хисеплĕ ятăн кăкăр çине çакмалли паллине пачĕç. Вырăс Пикших вăтам шкулне çÿрекен ачасене чăваш чĕлхипе литературине юратма вĕрентекен Татьяна Геннадьевна Алексееван ĕçне Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ тата наука министерствин Хисеп грамотипе хакларĕç. Хучел шкулĕн историкне Тамара Николаевна Константиновăна, Вăрăмпуçĕнче математика вĕрентекен Нина Леонтьевна Осиповăна, Карăклăри вырăс чĕлхипе литературин учительне Римма Геннадьевна Шемяковăна район администрацийĕн грамотисемпе чысларĕç. Çÿлерех асăннă педагогсем çак наградăсене вĕрентÿпе воспитани процесĕсене йĕркелес тата лайăхлатса пырас, этемĕн ăс-хакăлтан килекен, культура тата йĕрке-тирпей аталанăвне ÿстерес çĕре пысăк тÿпе хывнăшăн, нумай çул тухăçлă ĕçленĕ-шĕн тивĕç пулчĕç.
Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю. Алексеев «Районти вĕренÿ учрежденийĕсен территорийĕсенчен чи тирпейли» конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Энтрияль тата Ачча шкулĕсене дипломсем парса хавхалантарчĕ. Вăтапуçĕнчи, Шаккăлти, Сухайкассинчи, Тури Юнтапари тата Мăкăрти вĕрентÿ учрежденийĕсене конкурса активлă хутшăннăшăн вĕрентÿ управленийĕн Тав çырăвĕсене пачĕ.
Савăнăçлă пухăва Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн учителĕ, Раççей Президенчĕн грандне çĕнсе илнĕ Т.Елисеева ăста ертсе пычĕ. Татьяна Васильевна хаваслă шÿтсемпе, вăйăсемпе кашнин сăн-питне ăшă кулăпа çиçтерчĕ, кăмăлĕсене çĕклерĕ. Вĕрентÿ управленийĕн йĕркелÿпе методика центрĕн методисчĕ Н.Петрова юрлама та, сăвă калама та ăста иккен. Надежда Егоровна юрланă юрăсене итлекенсем шавлăн алă çупса йышăнчĕç. «Ентешсем» ансамбль та лайăх кăмăл хĕлхемне сÿнме памарĕ.
В.АЧЧА.