АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КОТЕЛЬНĂЙСЕНЕ ЮСАСА ЙĔРКЕНЕ КĔРТМЕЛЛЕ

07 октября 2009 г.

Район администрацийĕнче кашни уйăх пуçламăшĕнче иртекен анлă планеркăна райадминистраци пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Э.Александров ирттерчĕ. Калаçу тĕпрен илсен ял хуçалăх ĕçĕсем тата выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле хатĕрлесси, районти организацисемпе учрежденисем хутса ăшăтмалли сезона мĕнле ха-тĕрленни çинчен пычĕ.

АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров пĕлтернĕ тăрăх, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, «иккĕмĕш çăкăра» районти пур хуçалăхра та пухса кĕртнĕ. Пĕтĕмпе 30 пин тонна тĕш тырă туса илнĕ. Пĕр гектартан илнĕ вăтам тухăç районта 22 центнерпа танлашать. «Агат», «Победит», Киров ячĕллĕ, «Хучель», «Путь Ленина», «Нектар», АСК «Канаш» хуçалăхсенче 1 гектартан илнĕ тухăç – 24 центнер ытла. «Вперед» (16 ц), «Родина» (19 ц), «Мотор» (15 ц) хуçалăхсенче çак кăтарту 10 центнертан кăшт кăна ытларах. Пĕчĕк тухăçăн сăлтавĕ, чи малтанах, тыр-пул çитĕнтернĕ чухне агротехника условийĕсене пăхăнса ĕçлеменнинче, терĕ Валерий Геннадьевич.

Кăçал кĕрхи культурăсене 7200 гектар çинче акса хăварма палăртнă, октябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне çак ĕçе 6945 гектар çинче пурнăçланă. Ку енĕпе «Победит», «Агат», «Цивиль», Киров ячĕллĕ хуçалăхсем, «Мотор» агрофирма аван ĕçленине палăртмалла. Çав вăхăтрах «Восход», «Вперед» хуçалăхсенче кĕрхи тырра пĕр гектар та акман. Кĕрхисем çуртрисемпе танлаштарсан пысăк тухăç панине хуçалăхсен ертÿçисем ахаль те лайăх пĕлеççĕ-ха, апла пулин те çак ĕçе вырăнта темшĕн-çке пит тимлĕхе илсе пурнăçламаççĕ.

Чылай хуçалăхра кĕрхи çĕртме тăваççĕ. Ку ĕçе 10050 гектар çинче тумалла пулсан паянхи куна 1800 гектар çинче çĕртме тунă. «Ямашевское», «Весна», «Вперед», «Родина» хуçалăхсенче ĕçсем питĕ вăраххăн пыраççĕ.

Выльăх витисене хĕле хатĕрлессипе выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветстанци нумай ĕç тунă: фермăсене пурне те дезинфекциленĕ. «Канаш» ОООра сысна витине, ĕнесене пăрулаттармалли витене тĕпрен юсанă. Киров ячĕллĕ, «Цивиль», «Путь Ленина» хуçалăхсенче юсав ĕçĕсене çине тăрсах пурнăçлаççĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне кĕрхи çĕртме планне пурнăçлама, фермăсене выльăхсене йĕркеллĕ хĕл каçарма хатĕрлесе çитерме ыйтса каларĕ В.Никоноров.

Малашне çуллахи пек ăшă кунсем кĕтмелли çук. Шкулсемпе ача сачĕсене, больницăсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе саппасри котелсене те юсаса йĕркене кĕртмелле. Хĕллехи вăхăтра ăнсăртран газ çунма пăрахрĕ пулсан учрежденисене сивĕ тăратмалла мар вĕт, ăшă системине шăнтса çурасран сыхланмалла. Çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтма пуçличчен малтан усă курнă котелсем чылай шкулта юсавлă мар, е вĕсем çуртсене ăшăтса çитереймеççĕ. Кăçал тата шкулсемпе больницăсен котельнăйĕсене «Теплоснабжение» ООО хăй çине илнĕ пирки çак ыйту ниепле те татăлса пĕтеймест: ни организаци юсав ĕçне хăй çине илмест, ни шкулсем ку ĕçе вĕçне çитереймеççĕ. Çапах та икĕ енĕн те хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра пысăк яваплăхпа хатĕрленмеллине палăртсах каларĕ граждăнла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ А.Моисеев. Унсăр пуçне ял тăрăхĕсенче пушар машинĕсене шыв илмелли вырăнсем хатĕрлемелле. Пушар тухсан шыв çуккипе çын пурлăхне пăхса тăрсах çунтарса яратпăр мар-и;

Районта «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акци пуçланать. Акци вăхăтĕнче ирттерекен мероприятисен çамрăксене усал йăласенчен пăрăнма пулăшмалла, ырра вĕрентмелле. Унсăр пуçне тата «Ялта çамрăк çемье тытакан чи лайăх хуçалăх» конкурс иртет. Конкурса комисси пĕтĕмлетет, çĕнтерÿçĕсене ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче чыслаççĕ.

Вăрăмпуç, Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем А.Степановпа Н.Кириллов отчетсем турĕç.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика