АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУРНĂÇ ПАРНЕЛЕНИ ÇЕÇ МАР, ТĔРĔС ВОСПИТАНИ ПАНИ КИРЛĔ

02 октября 2009 г.

«Енчен те ача ÿстерместпĕр, ачасен чунĕсемпе сывлăхне сыхласа хăвараймастпăр, пурнăçне çутăрах, ăс-хакăл енчен пуянрах тăваймастпăр, вĕсене алă тăсса параймастпăр пулсан пирĕн тивĕçлĕ малашлăх пулмасть», – тенĕччĕ республика Президенчĕ Н.Федоров 2007 çулта Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Ачасем – пурнăç калчисем тетпĕр пулсан, вĕсем мĕнле тымар ярса аталанасси аслисенчен нумай килет.

Пирĕн корреспондент И.Андреева районти опекăпа попечительство ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалистпа Т.Ермолаевăпа тĕл пулнă. Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă тăлăх ачасемпе ĕçлесси мĕнле пулса пыни çинчен каласа пама ыйтнă.

– Татьяна Юрьевна, туслă çемьере пурăнакан ача ырăлăх туйăмĕпе тулнă чĕрепе ыттисене ырă тума тăрăшать...

– Ку чăнах та çаплах. Килĕшÿллĕ çемьере ача ырра курса, вĕренсе ÿсет. Унăн пуласлăхĕ мĕнле çемьере пурăннинчен, воспитани илнинчен килет. Питех те шел, юлашки вăхăтра йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесем йышлансах пыраççĕ. Вĕсенче ачасене кирлĕ чухлĕ тимлĕх уйăрмаççĕ. Çавна май ачасем ашшĕ-амăшĕн юратăвне, ăшшине туйса кураймаççĕ.

Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ашшĕ-амăшĕн витĕмĕсĕр (попечение) юлнă 125 ача шутланса тăрать, тăлăха юлнă ачасем – 20. Вĕсене пурне те пекунсем (опекуны) пăхаççĕ. Ача усрама илнĕ 17 çемьере 25 ача çитĕнет.

Пирĕн районта та ырă чунлă, йывăрлăха лекнĕ ачасене хăйсен хÿттине илме хатĕр çынсем сахал мар. Акă, сăмахран, Аслă Мамире пурăнакан пĕр çемье пĕртăван тăватă тăлăх ачана усрава илнĕ.

Палăртнă тапхăрта ашшĕ-амăшĕн витĕмĕсĕр юлнă 20 ачана тупса палăртса учета тăратрăмăр. Çул çитмен пĕр çамрăка Канашри В.И.Чапаев ячĕллĕ интернат-шкула вырнаçтартăмăр.

– Тăлăх ачана е урăх çын ачине хăйсен хÿттине илнĕ çемьесене мĕнле пулăшупа, çăмăллăхпа тивĕçтеретĕр;

– Пекун тата усрав çемьесенче пурăнакан ачасене социаллă тÿлевĕн сумми майĕпен ÿссе пырать. Çуралнă кунран пуçласа 2 çула çитичченхи ÿсĕмри усрава илнĕ кашни ачана уйăхсерен 4600 тенкĕ параççĕ, 2 çултан пуçласа 7 çул таран – 4785 тенкĕ, 7 çултан пуçласа 18 çула çитиччен – 5255 тенкĕ. Усрав ашшĕ-амăшĕсен (приемные родители) ĕç укçи те ÿсрĕ. Халĕ воспитани пама хăйсен çемйине пĕр е икĕ ача илнĕ усрав ашшĕ-амăшĕ 3295 тенкĕ илет, виçĕ е ытларах ачана усрава илнисем – 4680 тенкĕ.

– Ача усрава илес кăмăллисем пур-и пирĕн районта;

– Паянхи куна тăлăх ачасене хăйсен хÿттине илес кăмăллă пилĕк çемье черетре тăрать. Кăçал виçĕ çемье ача усрава илчĕç. Кун пек çынсем пурри пире савăнтарать кăна. Вĕсем йывăрлăха лекнĕ ачасене ăнланса вĕсене пулăшма тăрăшаççĕ. Çут тĕнчене килекен ача никам умĕнче те айăпа кĕмен-çке-ха.

– Çемьесем арканнин тĕп сăлтавне мĕнре куратăр; Тата инкеке лекнĕ ачасене тупса палăртас тĕлĕшпе мĕнле мероприятисем ирттеретĕр;

– Ман шутпа, ачасем ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр, юратăвĕсĕр, хÿттисĕр тăрса юлнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри – ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕпе иртĕхни. Тăлăх ача вăл хăйне çуратнă çынсем пурнăçран уйрăлса кайнипе пĕччен тăрса юлать. Ĕçкĕ авăрне путнисен ачисем вара ашшĕ-амăшĕ пур çинчех тăлăх пек çитĕнеççĕ. Паллах, питĕ шел пĕчĕклех нуша курса ÿсекен ачасене. Ял тăрăхĕсенче йывăрлăха лекнĕ ачасене, йĕркесĕр çемьесене тупса палăртас тĕллевпе рейдсем ирттеретпĕр. Рейд вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕ ачисене пусмăрласа пурăнакан тĕслĕхсемпе те тĕл пулатпăр хăш чухне. Йĕркесĕр çемьесенче калаçусем ирттеретпĕр, килти пурнăç условийĕсене тишкеретпĕр. Çакăн пек çемьесенче çитĕнекен ачасене вĕсем вĕренекен, ĕçлекен вырăнта тĕрĕслесе тăратпăр.

Пурнăç парнелени кăна мар, вĕсене тĕрĕс воспитани парса ÿстересси, кăмăл-туйăмне амантмасăр мăшăр çунат парса вĕçтерсе кăларасси çинчен манас марччĕ ашшĕ-амăшĕн ятне илтнĕ çынсен. Телейлĕ ачалăхшăн кашнин тăрăшасчĕ.

И. АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика