02 октября 2009 г.
Кĕлетре кивĕ шкап çинче купаланса выртакан сарăхса кайнă хаçатсене пăтраштарнă чухне 1981 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче «Коммунизм ялавĕ» хаçатра пичетленнĕ «Кĕçĕн хĕр» очерк куç тĕлне пулчĕ. Эпĕ те килте кĕçĕнни-ха, кунта кĕçĕннисем çинчен мĕн çырнă-ши тесе интересленсех вуларăм. Паллă журналист Валентин Григорьев хăйне Атнаш шкулĕнче пĕлÿ панă вĕрентекен çинчен ăшшăн çырса кăтарнă. Çăмăллăн вуланакан материала пĕр сывламасăр тенĕ пек вуласа тухрăм.
«... Уроксене кашни учитель хăйне май ирттерет. Акă, эпĕ каллех Вера Прокопьевна урокĕнче. Тетрадь-кĕнеке таврашĕ пурин те хупă. Доска умĕнче - карттă. Шăп. Пурте тимлĕ итлеççĕ. Вера Прокопьевна утать, çав хушăрах калаçать, çĕнĕ тема ăнлантарать. Кам мĕн шухăшпа ларнине витĕр курать. Урокĕсем вара унăн çав тери интереслĕ, сăнарлă. Вăл калаçнă май, кинори кадрсем ылмашăнса пынă пек, куç умне çĕнĕрен те çĕнĕ ÿкер-чĕксем туха-туха тăраççĕ...» – вулатăп психолог куçĕпе хакласа çырнă йĕркесене. Чăн та Вера Прокопьевнăпа юнашар ларса ахаль кăна калаçса ларнă чухне те унра педагогăн мĕн тери пуян ăсталăх упраннине туйса тăратăн. Вăл калаçнине пĕр вĕçĕм тăнлас килет. Шкулта ĕçленĕ вăхăтсем çинчен аса илсе каласа панă чухне хăвна урокра ларнă пек туйса илтĕм, ачасен хăтланкаларăшĕсем çинчен итленĕ чухне шкулта пулса иртнĕ асра юлнă самантсем куç умне тухрĕç. «Ара, эпир те унăн вĕренекенĕсем пекех пулнă-çке», – шутларăм хам ăсра.
Ун çинчен Шăхасанта, Атнашра пурăнакансенчен ырă сăмах нумай илтнĕ эпĕ. Мĕнлерех çын вăл çав Вера Прокопьевна Васильева; Вăл пĕтĕм пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе панă: 40 çул ытла шкулта ĕçленĕ, çав шутран Атнашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 25 çул пĕр улшăнмасăр ачасене историпе географине вĕрентнĕ.
Вера Прокопьевна Çĕрпÿ районĕнчи Аслă Тивĕшре çуралнă. Вĕсем çемьере вуннăн çитĕннĕ. Вера – чи кĕçĕнни. Пурте çамрăклах ĕçе хăнăхнă. Кĕçĕн хĕр учителĕн йывăр та хисеплĕ ĕçне суйласа илнĕ.
– Вăрçă вăхăтĕнче аппа колхозра дояркăра ĕçлетчĕ. Эпĕ ăна пулăшма çÿреттĕм. Икĕ ĕне сăваттăм. Аслисем фронтра пулнă та, аппапа кĕтÿ кĕтме çÿрекенни те эпех пулнă... Ялтан 18 çухрăмри Виçикасси шкулĕнче 10 класс вĕренсе пĕтертĕм. Хĕлле çĕр каçма уйрăм çынсем патне хваттере кĕреттĕмĕр. Ун чухне çук пурнăçпа пурăнакансем хваттере яратчĕç. Кăмака çине пăлат туса паратчĕç те çавăнта выртса тăраттăмăр. Вĕсем патĕнче пурăннăшăн япалапа тÿлеме тиветчĕ, тырă, хур е кăвакал ыйтатчĕç. Тырри те пулман ĕнтĕ ун чухне, колхоз çулталăкра пĕрре тырă валеçсе панă та...
Анне пĕрмай: «Вера, санран мĕнле пĕр пĕчĕк учитель тăвас-ши;» – тетчĕ. 1954 çулта Виçикасси шкулĕнче 10 класс пĕтерсен аттестаци кăтартăвĕсемпе Çĕрпÿри педагогика училищине вĕренме кĕтĕм. Ун чухне Çĕрпÿре медицина тата педагогика училищисем пулнă. 1955 çулта педучилищĕне Канаша куçарчĕç. Унтан 1957 çулта вĕренсе тухрăм. Çав çулхине Атнаша ĕçлеме килтĕм. Киле кайсан: «Анне, эпĕ пĕчĕк учитель пулса таврăнтăм», – терĕм, – хумханса аса илет çамрăклăхне Вера Прокопьевна.
Нумай вулани, нумай вĕреннисĕр пуçне учительница çул çÿреме питĕ юратнă. Курни-илтнине уроксенче вырăнлă усă курнă. Ульяновск, Хусан, Чулхула, Ленинград, Владимир, Суздаль, Ярославль (Золотое кольцо) хулисене пĕр хут кăна мар кайнă. Бородино, Полтава тăрăхĕсене çитсе курнă. Унти историллĕ вырăнсемпе паллашнă. Çĕршыври тĕрлĕ музейсене кĕрсе курнă, интереслĕ çынсемпе курса калаçнă. Сочирен ачасене кăтартма çут çанталăк минералĕсене чылай илсе килнĕ. Донбасри металл шăратакан завода кайса курнă. Хăй мĕн курнипе урокра вырăнлă усă курнă. Хăй театра питĕ юратнăран кашни эрнере ачасене Шупашкара театра илсе кайнă. Ачасемпе çул çÿреве çÿрени вĕсен тавра курăмне аталантарнисĕр пуçне, пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнусене çирĕплетме, юлташлăх туйăмне аталантарма та пулăшнă.
Ачасем Вера Прокопьевнăн предмечĕсене юратса вĕреннĕ. Унăн урокĕсенче дисциплина яланах çирĕп пулнă, чарусăррисем те итленĕ. Мĕнле итлемĕн-ха, учитель урокра кĕнекери материалпа çеç усă курман вĕт, пурнăçра хăй курнă вырăнсем, пулăмсем çинчен интереслĕ каласа кăтартнă.
Атнаш шкулĕнче Вера Прокопьевна чĕрĕк ĕмĕр вĕрентнине асăнтăм ĕнтĕ. Çак хушăра вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн истори уйрăмĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Тĕрлĕ курссемпе семинарсенче пĕлĕвне татах ÿстернĕ. Паян та вăл тивĕçлĕ канура пулин те педагогикăри çĕнĕлĕхсемпе интересленет, тăван шкулти учительсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать.
1982 çулта Вера Прокопьевнăн мăшăрне Эдуард Алексеевича (вăл Шăхасанти ПМКра ĕçленĕ) Шăхасанта хваттер параççĕ те Васильевсен çемйи кунта пурăнма куçать. Вера Прокопьевна та Шăхасан вăтам шкулĕнче ĕçлеме пуçлать.
– Шăхасана килсен кĕçĕннисене вĕрентме пуçларăм. 1992 çулта пенсие тухрăм, хамăн класа вĕрентсе кăлариччен тепĕр виçĕ çул ĕçлерĕм. Шкултан кайсан пуçĕпех пахча ĕçне кÿлĕнтĕм. Питĕ юрататăп çĕр çинче ĕçлеме, пахча çимĕç, чечексем ÿстерме, – тет педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Хăй вĕрентнĕ ачасене Вера Прокопьевна «манăн ачасем» тет. Питех те нумаййăн вĕсем учительницăн, иккĕмĕш амăшĕ пекех ĕçчен, ырă кăмăллă, хастар. Çĕршывăн пур кĕтесĕнче те пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ. Уяв умĕн саламлă çырусем таçтан та килеççĕ. Юратнă учительница нихăçан та манăçмасть. Шанчăклă смена çитĕнтернĕ Вера Прокопьевна. Акă хăшĕсене кăна асăнам: Алина Яковлева – Тимирязеври ял хуçалăх академине, Саша Васильевпа Володя Сергеев Санкт-Петербургри аслă çар училищине вĕренсе пĕтернĕ, Таня Ильина, Наташа Павлова, Оля Журавлева – врачсем, Оля Гладковăпа Лида Романова – историпе географи учителĕсем, Таня Емельяновăпа Оля Петрова – музыка вĕрентекенĕсем, Наташа Игнатьева Чăваш патшалăх университетĕнче инженер-строитель профессине алла илет. Володя Александровпа Андрей Дмитриев чечен вăрçинче пулнă, Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ. Юрий Тимофеев Киров ячĕллĕ хуçалăхри ăста механизаторсенчен пĕри. Пĕр çулхине Чăваш Республикин Президенчĕ ăна ĕç вырăнĕнчех алла çыхмалли сехет парнеленĕччĕ. Çакăн пек ачасемпе мĕнле мухтанмăн-ха. Кунсăр пуçне ял хуçалăхĕнче, промышленноçра, культурăпа социаллă сферăра вăй хуракан пултаруллă специалистсем мĕн чухлĕ тата.
Вера Прокопьевнăпа Эдуард Алексеевич ачисем Галинăпа Константин ашшĕ-амăшне хывнă. Аслă пĕлÿ илнĕ, хăйсем суйласа илнĕ ĕçре телей тупнă.
Хисеплĕ педагога, унпа пĕрле мĕнпур учительсене профессиллĕ уявпа саламлатăп. Çирĕп сывлăх, пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу, телей сунатăп.
И.ВЛАДИМИРОВА.