02 октября 2009 г.
Ял хуçалăхне аталантармалли патшалăх программине пурнăçа кĕртес ĕçре хаçат-журнал тÿпи пысăк. Шупашкарта, Чăваш наци музейĕн залĕнче Раççей аграри журналисчĕсен ассоциацийĕ хутшăннипе çак темăпа «çавра сĕтел» иртнĕ.
Район тата республика хаçачĕсен, радио, телекурав журналисчĕсемпе республика президенчĕ Н.Федоров, патшалăх Думин аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ В.Денисов, патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов, ЧР ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев, культура министрĕ Р.Лизакова тĕл пулса калаçрĕç.
– Эпир кунта аграри программине çутатакан пресса пирки калаçма кăна мар, ялăн чи çивĕч ыйтăвĕсене тишкерме те пухăнтăмăр, – терĕ ларăва уçнă май президент. – Çавăн пекех ял халăхне малашнехи çулсенче мĕн кĕтнине те сÿтсе явасшăн.
Кăçал республикăра Çĕр ĕçченăн çулталăкĕ ăнăçлă иртсе пырать. Сакăр уйăх кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ тăрăх пур отрасльте те çитĕнÿсемпе ÿсĕмсем пур темелле. Тĕслĕхрен, аш-какай туса илесси 20 процентран та иртрĕ. Тыр-пулпа çĕр улмине палăртнинчен те ытларах пухса кĕртнĕ. АПКна патшалăх пулăшăвĕ Парасси те самаях ÿснĕ. Кашни пиллĕкмĕш ял çемйи килти хуçалăха аталанатаракан çăмăллăх кредичĕпе усă курнă. Эппин, ял хуçалăхĕ кризис тапхăрĕнче те хăйшĕн тупăшлă ĕçлеме пултарать.
Массăллă информаци хатĕрĕсен витĕмĕ АПК аталанăвĕнче чăннипех те пур. Республика ертÿçисем журналистсен ĕçне хакласа, вĕсене хавхалантарса çакна тивĕçлипе палăртаççĕ. Чăваш Енре «Ылтăн пучах» конкурс пырать. Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ çĕнтерÿ-çĕсем валли пысăк та сумлă парне уйăрĕ.
Ял хуçалăх тематикинчен культура министерстви те айккинче тăмасть. Р.Лизакова каланă тăрăх, ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе хатĕрленĕ проектсене çутатма вĕсем укçа-тенкĕ гранчĕсем уйăраççĕ.
– Кунашкал «çавра сĕтел» республикăра пĕрремĕш хут иртмест, – тесе палăртрĕ В.Денисов.
Çакă ăнсăртран мар: Патшалăх Думин депутачĕсем Чăваш Енри ырă тĕслĕхсене палăртаççĕ, кайран вĕсемпе çĕршывĕпех усă курма сĕнеççĕ. Вăл шута çемье фермисем те кĕреççĕ. Халĕ вĕсем ятарлă программа хатĕрлеççĕ. Ялăн социаллă пурнăçне аталантармалли программăн «чăн-чăн чăваш тымарĕсем те пур». Унсăр пуçне республикăра потребитель кооперацине аталантарма, упраса хăварма та май тупнă. Çакна курсассăн чун савăнать.