30 сентября 2009 г.
Иккĕмĕш Хурамалта пурăнакан Петр Мукин савнă мăшăрĕпе Мария Ивановнăпа 4 хĕр те 3 ывăл çитĕнтернĕ. Çулсем иртнĕçемĕн чун тĕпренчĕкĕсем тивĕçлĕ пĕлÿ илсе çунат сарнă, тĕрлĕ çĕрелле саланнă. Çу уйăхĕнче 91 çул тултарнă Петр Федорович халĕ пĕчченех. Хăй вăхăтĕнче бригадирта вăй хунăскер пĕр куна та ĕçсĕр ирттермест. Хушма хуçалăхра, кил хушшинче кăштăртатать, выльăх-чĕрлĕх пăхать. Ĕнине хăйех сăвать. Çывăхра пурăнакан ачисем килсех тăраççĕ, пысăкрах ĕçсене пĕрле пурнăçлаççĕ.
Çулла пулнăччĕ П.Мукин патĕнче. Пахчари йăрансем, çĕр улми пусси çум курăксăр пулнăран тĕлĕннĕччĕ. Хăйех ĕлкĕрет иккен вĕсене тасатса тăма. Килен-каян хăнана пурнăçĕнчи кăсăк самантсене каласа пама юратать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче утса тухнă çул-йĕре аса илет. Вăл 1939 çулта çара кайнă, унтанах фронта лекнĕ. Мускава ирсĕр тăшманран хÿтĕленĕ. 1946 çулта тăван яла таврăннă.
– Тавах аттепе аннене, – тет ывăлĕ Михаил. – Пире мĕн пĕчĕкрен çĕре юратма, тăван халăха, ял пурнăçне, йăли-йĕркине хисеплеме хăнăхтарчĕç. Çичсĕмĕртен пиллĕкĕшĕ кун-çулне ялпа çыхăнтарчĕ. Леня Элĕк районĕнчи пĕр хуçалăхра инженерта вăй хурать, Груня Красноармейски районĕнчи Яманак ферминче ĕне сăвать, эпĕ тăван хуçалăха ертсе пыратăп.
– Тăхăр теçетке çул пурăнакан арçын сахал. Мĕнре-ха çирĕп сывлăх çăл куçĕ;
– Алă усса ларнипе мĕн пултăр; – тĕлĕнет Петр Федорович. – Кашни кунах выльăх-чĕрлĕхпе муритленнипе ватăлма вăхăт çук. Тата пире, пенсионерсене, манманни, хисеплени хавхалантарать. Ачасем те, культура ĕçченĕсем те килсех тăраççĕ.
– Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕнче 4 культура çурчĕ. Çынсене савăнăç кÿрес тесе тупăшса тенĕ пекех вăй хуратпăр, – каласа парать Малти Тукай культура çурчĕн директорĕ Татьяна Витальевна Никитина. – Ваттисен, инвалидсен кунĕсенче, ытти уявра та чĕнетпĕр ĕçпе вăрçă ветеранĕсене. Çыру ярса йыхравлатпăр. «Пире епле хисеплеççĕ. Чĕннĕ çĕре мĕншĕн кайса курас мар;» – тесе пĕчĕк ачаллах хĕпĕртеççĕ. Юрă-ташăпа савăнтаратпăр. Юбилейсем туса паратпăр, парнесемпе чыслатпăр. Клубра пĕр-пĕринпе тĕл пулса шăкăл-шăкăл калаçма май пур. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче праçник нихçанхинчен хаваслăрах пулĕ.
Ялсене район администрацийĕн социаллă пулăшу пайĕнчи специалистсем те килсех тăраççĕ. Ватă çынна савăнтарма нумай кирлĕ-и; Тепĕр чухне ăшă сăмах та çителĕклĕ. Ара, ватта хисеплекен хăй те ырă куракан теççĕ мар-и; Çакă мар-и пархатар?
В.ГРИГОРЬЕВ.