30 сентября 2009 г.
... Пасар çинчен сăмах хускатсанах пĕр шухăш канăç памасть. Мĕншĕн-ха ĕлĕк-авалтанах çак йĕркене тĕпе хунă: ăçта чиркÿллĕ ял – çавăнта эрнере пĕр кун халăх пасара пуçтарăннă; Чиркÿпе пасар хушшинче çирĕпленнĕ çыхăну паян кунчченех упранса юлнă. Ара Çÿлти Хуçа хăйех ĕмĕрсен тăршшĕпех илекенпе сутакан кирек хăçан та пĕрле пулма пил пани çакнашкал пĕрлĕх патне илсе çитернĕ-ши; Паян обществăра çĕнĕ тытăм хуçаланнă тапхăрта та эпĕ чир-кÿпе пасар хушшинче çав çыхăнăва куратăп: ăçта Турра пуç çапмалли сăвап çурчĕ пур, çавăнтах пасарĕ те...
Ачча пасарĕ Татмăш шкулне чупнă вăхăтранпах ачалăхри чи ырă тĕлĕк пек чун-чĕрере таса туйăм хăварнă. Çу кунĕсенче тăван ялтан вунă çухрăмра вырнаçнă Аччана çырла сутма каяттăмăр. Кĕсьене кĕнĕ укçа çавăнтах юлатчĕ. Каялла пасарти кĕнеке лавккинчен тĕрлĕ литература туянса таврăнаттăмăр. Канашпа Вăрнар районĕсен чиккинчи Ачча кашни шăмат кунах халăха пасара йыхравлатчĕ. Таврари чи шавли те пуянни пулнă вăл, Çавал хĕрринчи яла çынсем таçтан та килетчĕç: Канашпа Шăхасантан, Йĕпреçрен... Кунти лару-тăру паян мĕнлерех-ха; Пĕр шăмат кун ятарласа ачалăхра хăйĕн йĕрне хăварнă яла çитсе килтĕм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулсенче коммунистсем пăснă чиркÿ лапамне ура ярса пуссанах акă мĕн асăрхарăм: тахçан хăйĕн сум-чапне таврана сарнă пасар хальхи вăхăтра унчченхи пек йышлă çынна пуçтарма «хăват» çитереймест иккен. Апла тăк илекенпе сутакан хушшинче ĕлĕк-авалтан çирĕплетнĕ çыхăну та хытă хавшанă. Ытти тăрăхрине те çавăн пек пÿкле шăпа кĕтнĕ-ши; Пурне те мар иккен. Акă Йĕпреç тăрăхĕнчи Чиркÿллĕ Хурамал ялĕнче пурăнакансем демократи самани варкăшĕпе пĕрле иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулсенче хупăннă пасар сывлăшĕ хăйсем патне тепĕр хут килсе çитнĕшĕн пĕтĕм кăмăлтан савăнаççĕ. Кунта кашни вырсарни кунах суту-илÿ керменĕ умĕнчи лапама илекенсемпе сутакансем пуçтарăнаççĕ. Уйрăмах Каçал енчи тутарсем вăр-вар: Хурамалсемпе Чăрăшкассисен, Çĕнĕ Выçлисемпе Хумри Ишексен выльăхĕсене темиçе машинăпах пуçтарса каяççĕ. Хăш чухне йÿнĕ хакпах. Вырăнти хуçалăх арканнă хыççăн çынсем ĕçсĕр юлнă, вĕсене çăлаканни – килти хушма хуçалăх. «Ялтах пасар ĕçлеме пуçлани пирĕншĕн нимĕнле хакпа та виçме çук телей», – теççĕ кунти çынсем. Йĕпреçри колхоз пасарĕ саланнă хыççăн Ирçе Çармăсра та юн кунсенче таврари халăх чиркÿ çывăхĕнчи тĕп лапама пуçтарăнать. Тепĕр чухне сутаканĕсем илекенĕсенчен ытларах. Асăннă ялта та пĕрлешÿллĕ хуçалăхран йĕрĕ те юлман. Çынсене килти хушма хуçалăх выçă ларасран хăтарать, мĕн çитĕнтернине, хăйсен аллипе мĕн тунине сутма вырăнти пасара тухаççĕ вĕсем. Мĕншĕн-ха Йĕпреçе каймаççĕ; Кун пирки Анатолий Волков пенсионер çапла каларĕ: «Пасарсене хăйсен аллине ярса илнĕ уйрăм хуçасем пирĕн пек мĕскĕнсенчен вырăншăн укçа нумай шăйăраççĕ...»
Укçа-тенкĕсĕр тертленекен хресченĕн кашни пуса шута илме тивет. Вĕсене хăйсен ялĕсенчех пасарсем ĕçлеме пуçлани мĕншĕн ан савăнтартăр-ха; Тен, пасар сăмаха асăнни вырăнсăр та пуль кунта. Чылай çĕрте суту-илÿ тума ятарлă вырăн та çук-çке, палăртса хунă пĕр-пĕр çĕре халăх кĕпĕрр! пуçтарăнни кăна. Тивĕçлĕ органсем, калăпăр, сан-эпидстанци çыннисем килсе тухсан çирĕпленнĕ йĕркесене пăхăнманшăн штраф пама пултарасси те хăратмасть сутакансене. Ара чылай чухне сутмалли тавара хут çинех сарса хураççĕ. Санитарипе гигиена йĕркине сĕмсĕррĕн пăсни пулать ку. Юлашки вăхăтра ялсенче пасарсем йĕркеленесси вăй илсе пыни – лайăх, савăнтаракан пулăм, анчах та вĕсенче суту-илÿ тăвассипе, санитарипе эпидемиологи йĕркисене пăхăнассипе çыхăннă ыйтусене камăн татса памалла; Каллех вун-вун ыйту.
«Пасар – пĕрреллĕ хисепре пулсан та, кунта йыш пĕрлĕхĕ кирлех», – тесе çырнăччĕ тахçан хамăн пĕр сăвăра. Чăн та, ушкăнпа кар тăрса тухсан, сăрта та тепĕр май çавăрса лартма пулать...
Г.КУЗНЕЦОВ.