30 сентября 2009 г.
Аслă ăру çыннисем – çĕршыв историйĕн, тăван республика летопиçĕн пĕр пайĕ. Вĕсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи тăрăшуллă ĕçĕ пысăк чыса тивĕç. Вĕсем – ăслăлăх, тĕрĕслĕхпе йăла-йĕрке управçисем. Ветерансем ватлăха пăхмасăр çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе, общество пурнăçне хастар хутшăнаççĕ.
Шăхасанта пурăнакан ĕç ветеранĕпе Александра Александровăпа паллаштарас кăмăлăм пур. Пурнăç сукмакĕ тикĕсех пулман Санюк аппан. Ашшĕсĕр тертлĕ пурнăç, вăрçă нуши-терчĕ... Çаксене пурне те тÿссе ирттернĕ хĕрарăм.
Александра Александровна Çĕнĕ Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ, Анастасия Петровна Петровăпа Александр Павлович Александров, колхозра ĕçленĕ. Çемьере ултă ача пулнă: Гриша, Сергей, Алексей, Павел, Александра, Вера. Александра ачасенчен тăваттăмĕш пулнă. Ашшĕ тăватă арçын ача хыççăн хĕрача çуралнăшăн калама çук савăннă. Анчах та хăй нумай пурăнайман. Колхозра платник ĕçне тунă чухне аллине шăрпăк кĕрсе организма чир лекнипе вилнĕ. Хĕрача ун чухне виççĕре пулнă, кĕçĕнни – ултă уйăхра.
Тăлăха юлнăскер пĕчĕклех ĕçе хăнăхнă. Пиллĕкре чухнех амăшĕпе пĕрле колхоз ĕçне хутшăннă. Çичĕ çул тултарсан Çĕнĕ Пинер ялĕнчи пуçламăш шкула çÿреме пуçланă. Энтриялĕнчи çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан Канашри педагогика училищине кайса кĕнĕ. Шкулта та, училищĕре те Александра «пиллĕк» паллăпа кăна вĕреннĕ. Сасартăк амăшĕ йывăр чирлесе ÿкнĕ те ăна больницăна вырттарнă. Килте никам та пулман: пĕр пиччĕшĕ, Павел, чирлесе вилнĕ, ытти ывăлсем – фронтра, йăмăкне те ĕçлеме аякка илсе кайнă. Александрăн ирĕксĕрех вĕренме пăрахса амăшĕпе ватă асламăшне пăхма, хуçалăха тытса пыма килне таврăнма тивнĕ. Çапла татăлнă учитель пулас текен çутă ĕмĕт.
1954 çулта Александра Александровнăпа Макар Павлович Григорьев çемье çавăрнă. (Макар Павлович Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕ пулнă, виçĕ çул каялла пурнăçран уйрăлнă). Мăшăр виçĕ ача пăхса ÿстернĕ: Любовь, Вера тата Надежда. Виççĕшне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Люба Канашри педагогика училищине тата Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентет. Любовь Макаровна – аслă категориллĕ учитель. Вера Хусанти авиаци институтĕнчен вĕренсе тухсан Ростов облаçĕнчи Миллерово хулинчи пĕр заводра инженер пулса ĕçленĕ. Шел те, йывăр чире пула 2008 çулта вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Унăн виçĕ ачи, Роман, Вадим тата Татьяна, тăлăха юлнă. Роман аслă пĕлÿ илнĕ, ашшĕпе пĕрле энергетикăра вăй хурать. Вадим Мускаври физикăпа техника институтĕнче вĕренет. Александра Александровнăн кĕçĕн хĕрĕ Надя Мускаври коопераци иститутĕнче професси илнĕ, Пермь хулинче ĕçлесе пурăнать. Роспроднадзорта тĕп бухгалтерăн çумĕ пулса тăрăшать.
Александра Александровна Киров ячĕллĕ хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. 16 çул бригадир пулăшуçи пулнă. Пенсие тухсан та вăл тăван хуçалăхра нумай çул вăй хунă. Ăна Чăваш АССРĕн Верховнăй Совечĕн тата ытти грамотăсем парса чысланă. Ĕçлĕ ăмăртура мала тухнăшăн панă кăкăр çине çакмалли паллăсем те нумай. «Тава тивĕçлĕ колхозник» ятпа та чысланă ăна. Пархатарлă ĕçĕпе хисеп çĕнсе илнĕ çак ырă чунлă хĕрарăм.
Александра Александровна кăçал çуркунне 80 çул тултарчĕ. Çав ятпа ăна ял-йыш, ачисемпе тăванĕсем, ял тăрăхĕн администрацийĕ, Киров ячĕллĕ хуçалăх правленийĕ ăшшăн саламларĕç. Шăхасанти культура учрежденийĕнче йĕркеленĕ чыслав мероприятине Киров ячĕллĕ хуçалăх ертÿçисем Николай Степанович Андреевпа Юрий Иванович Александров та хутшăнчĕç. Вĕсем ĕçчен хĕрарăм, сумлă ветеран çинчен нумай ăшă сăмах каларĕç. Хуçалăх ĕçĕнче пулса иртнĕ ырă самантсене аса илсе каласа кăтартрĕç. Мероприятие ертсе пыракан Ирина Петрова Александра Александровна çинчен пуян материал пухнă.
Ыран – Ваттисен кунĕ. Çав ятпа мĕн пур ветерана ырлăх-тивлет, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр. Телейĕр иксĕлми, чунăрта хăтлă пултăр. Ачăрсен, мăнукăрсен уссине, вĕсен хÿттине туйса тăрăр. Юрататпăр, хисеплетпĕр сире. Сиртен вĕренсе пымалли питех нумай.
И.АНДРЕЕВА.