30 сентября 2009 г.
Кашни арçын ачана мĕн пĕчĕкрен: «Ан йĕр – салтак пулаймастăн!» – тесе юнаççĕ. Хайхи çав мĕскĕн шăлне çыртать, куççуль витĕр кулать. Çитĕнсен чăн-чăн арçын пулатăп тет...
Çар пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Хурине те, шуррине те, сивви-ăшшине те пайтах чăтса кураççĕ салтаксем. Тÿсеççĕ, унти пурнăçа куллен-кун хăнăхса пыраççĕ. Дембель вăхăчĕ çитсен киле тĕрĕс-тĕкел таврăнни ашшĕ-амăшĕшĕн мĕн тери пысăк телей.
Йăлмачча каччи Дима Петров та мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçи пулатăп тесе ĕмĕтленнĕ пулĕ. Ахальтен мар вăл хăйĕн пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарать.
Петровсен çемйи Çĕнĕ Ачча ялĕнче пурăннă. Дима пĕрре тултарсан вĕсем Йăлмачча ялне пурăнма куçнă. Çак ялта ÿссе çитĕннĕ те эпир паллаштарас текен салтак. Аччари шкулта вăтам пĕлÿ илсен Дима Канашри РОСТО (ДОСААФ) автошкулĕнче водителе вĕренсе тухать. 2007 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнче салтаксен ретне тăрать. Служба Питĕр хули çывăхĕнче ракетăпа артиллери çарĕсенче иртет.
Спортпа туслă пулни, шкулта аван вĕренни салтака çарти пурнăçа çăмăллăнах хăнăхма пулăшаççĕ. Служба йĕркеллĕ иртет. Дмитрий 24 килограмлă кире пуканне кăкăр çинчен тĕртессипе полк чемпионĕн ятне çĕнсе илет. Çăмăл атлетикăпа та лайăх кăтартусем тăвать.
Çартан таврăнсан пилĕк уйăх иртсен Петров рядовой каллех çар тумĕ тăхăнать. Ку хутĕнче вăл контракт йĕркипе службăра тăма ыйтса заявлени çырать. Хальхинче пирĕн ентеш Çурçĕр Тинĕс çар флотне суйласа илет. Халĕ вăл Мурманск облаçĕнчи Полярный хулинче пурăнать, служба тивĕçĕсене куллен чыслăн пурнăçлать.
– Салтакран таврăнсан тăван килте нумаях пурăнмарăм. Кунта ĕç тупма йывăр, унсăр пуçне шалу виçи те пĕчĕк. Тĕплĕн шутланă, тăвансемпе канашланă хыççăн контракт йĕркипе тепĕр хут салтака кайма шут тытрăм. Кашнин хăйĕн пуçĕ, çавăнпа та кашни çамрăкăн пурнăç çулне хăйĕн палăртмалла. Унсăр пуçне мĕнле те пулин ырă тĕллев пулмалла, çав тĕллев патне ăнтăлмалла. Хĕсмет вăхăчĕ пирĕн шыв айĕн çÿрекен карап çинче иртет. Ăна яланах çар хатĕрĕнче тытатпăр. Карап çинчи кашни матросăн пĕр-пĕрин ĕçне тĕплĕн пĕлмелле. Калăпăр, пĕринпе йывăрлăх килсе тухрĕ пулсан санăн ун ĕçне тума пултармалла. Çавăнпа та карап тытăмне питĕ лайăх пĕлсе тăмалла.
Полярный хулинче чăваш ачисем чылаййăн. Пĕр-пĕринпе хутшăнатпăр, калаçатпăр. Эпĕ, сăмахран, хваттерте хампа пĕр класра вĕреннĕ çывăх юлташăмпа, Саша Александровпа, пĕрле пурăнатăп. Тепри – Краснодар хулинчен. Эпĕ пĕлекен чăвашсем хушшинче мичмансем нумаййăн. Каннă вăхăтра чăваш юррисене итлетпĕр. Вырăссене те пирĕн юрăсем килĕшеççĕ. Ĕç укçи тивĕçтерет, ăна вăхăтра тÿлеççĕ, – тет халĕ ĕнтĕ Çурçĕр Тинĕс Çар флочĕн аслă матросĕ Д.Петров. Унти çут çанталăк питĕ илемлине калать.
Ытларикун Дима тăван ялне отпуска таврăнчĕ. (Отпуск вăхăчĕ – 50 талăк, çул çинче 9 талăк иртет). Çула май Канаш хулинчи, Канаш тата Тăвай районĕсенчи çар комиссариатĕнчи граждансене контракт йĕркипе çар службине суйласа илекен пирвайхи пункт начальникĕпе Р.Зиганшинăпа пĕрле редакцие кĕрсе тухрĕ. Çавăн чухне салтак пурнăçĕ çинчен кăштах ыйтса пĕлтĕмĕр.
– Эпĕ çамрăксене контракт йĕркипе çар службине кайма чĕнсе калатăп. Унта пурăнмалли вырăн, тивĕçлĕ шалу параççĕ. Хваттерте пурăннăшăн тÿлемелли укçана патшалăх саплаштарать. Салтаксене халĕ инкек-мĕн пуласран страхлаççĕ, тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ параççĕ, – тет Расимя Байтимеровна.
Йăлмачча йĕкĕтне вара çăмăл служба сунатпăр.
И.ВЛАДИМИРОВА.