25 сентября 2009 г.
РФ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа интересленсех тăрать, мониторингсем ирттерет. РФ субъекчĕсенчен 83-шĕнчи 55601 организацире çынсене ĕçрен хăтарни пирки пĕлтернĕ ĕнтĕ.
Ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсенче шута илнĕ çынсен йышĕ кăçалхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне 2111, 68 пин çын юлнă е 0, 7 проц. чакнă. Вĕсен йышĕ юлашки эрнере 64 субъектра, çав шутра Липецк облаçĕнче, Çурçĕр Осети, Алани, Мордва, Чăваш Республикисенче сахалланнă.
Мускав, Мурманск, Чулхула облаçĕсенче, Перьм крайĕнче, Санкт-Петербургра, Чечен Республикинче вара кăтарту малтанхи эрнеринчен улшăнман. 13 регионра, çав шутра Киров облаçĕнче, Хабаровск крайĕнче, Алтайра, Ямал-Ненец автономи облаçĕнче вĕсем нумайланнă та. 2008 çулхи юпа уйăхĕнчен тытăнса ĕçрен хăтарнисен пĕтĕм йышĕ 639186 çынна çитнĕ, вĕсенчен176689-шне вырăн тупса панă (çавсенчен 100237-шне – малтанхи организацисенчех).
Администраци айăпĕпе ĕçлеменнисен, тулли мар ĕç кунĕпе вăй хунисен, çавăн пекех ертÿçĕсем пуçарнипе отпуска янисен хисепĕ1637, 86 пин çын пулнă.
В.ИЛЬИНА.