25 сентября 2009 г.
УКÇА ПАРСА ХĂТĂЛАЙМАН
Кăçалхи февраль уйăхĕнче районти ГИБДД инспекторĕсем «Цивильск – Ульяновск» автоçул çинче Вырăскас Пикших ялĕ çывăхĕнче «ВАЗ-2109» маркăллă çăмăл машинăна чарнă. Машина хуçи РФ çул-йĕр правилисен 19.5 пунктне пăснă е, урăхла, çул çинче çывăхрине кăтартакан фарăсене çутмасăр пынă. ГИБДД сотрудникĕ административлă йĕркене пăснă водителе штраф тÿлеттерме квитанци çырнă вăхăтра лешĕ юриех милиционера 100 тенкĕ укçа сĕннĕ. Çапла майпа машина хуçи преступлениллĕ тепĕр ĕç тунă. РФ Уголовнăй Кодексĕн 73 статйипе килĕшÿллĕн район сучĕ водителе 6 уйăха ирĕк прависĕр хăварнă.
АРĂМНЕ ТАВĂРАЙМАННИПЕ ВУТ ТĔРТНĔ
Ĕçкĕпе иртĕхнине пула пурнăç йывăрланса çитнипе Мосендзсен çемйинче час-часах харкашусем пулма пуçланă. Çемье арканнă. Арçын хăйĕн арăмне темиçе хутчен те каялла тавăрма хăтланса пăхнă, анчах хĕрарăм миравай суда хăйсене уйăрма заявлени çырса панă.
Арăмне хытах кÿреннĕ Мосендз кăçалхи апрель уйăхĕнче çурта вут тĕртме шут тытнă. Хăй саккуна хирĕçле ĕç тунине пĕлсе тăрсах чÿрече каррине тивертсе янă, çунакан япалана сÿнтерме шутламан та. Ăссăрла ĕçĕпе вăл арăмĕ пулнă хĕрарăма 36600 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Вут тĕртсе çын пурлăхне юриех сиен кÿнĕшĕн район сучĕ Мосендза РФ Уголовнăй Кодексĕн 73 статйипе айăпласа условно майпа 2 çуллăха ирĕкрен хăтарнă.
ИКÇĔР ТЕНКĔ Е ПУРНĂÇ ХАКЛĂРАХ?
Пурăнмалли пÿлĕмшĕн тÿлеме укçа çитменнипе Шашков хăйĕн пĕлĕшне Астахова саккуна хирĕçле ĕç тума сĕннĕ. Хулари Пушкин урамĕпе пынă чухне вĕсем Ивановпа унăн тусĕсене тĕл пулнă, вĕсене хĕсĕрлесе 200 тенкĕ ыйтнă, кирлĕ суммăна шыраса тупма 20 минут панă. Туссем Канашри медицина училищин общежитине кĕрсе кайнă та каялла урама тухма шутламан.
Тепĕр темиçе кунтан Шашковпа Астахов çул çитмен Сатурова тĕл пулнă та унчченхи юлташĕсенчен укçа илсе тухса пама ыйтнă. Ку вара арçын ачасене урама чĕнсе кăларнă та вĕсенчен укçа ыйтнă. Лешсем нимĕн те паманнипе вĕсене хытах хĕнесе пĕтернĕ.
Район сучĕ следстви материалĕсене тишкерсе тухнă хыççăн Шашковпа Астахова тата Сатурова РФ Уголовнăй Кодексĕн 163 статйин «а» тата «в» пункчĕсемпе айăпланă. Шашковпа Сатурова – 3 çуллăха, Астахова 2 çуллăха условно майпа ирĕк прависĕр хăварнă (хушаматсене пурне те улăштарнă).
О.ИВАНОВ, хулапа район прокурорĕн çумĕ.