25 сентября 2009 г.
Тĕлĕнмелле пулăм. Хăш-пĕр çын ниçта та ĕçлемесен те, тупăш илмелли нимĕнле çăл куç çук пулсан та куллен ĕçре вăй хураканран лайăхрах, тутăрах пурăнать. Тумланасси пирки калама та кирлĕ мар. Ăçтан тухать вĕсен укçи-тенки; Килте эрех туса сутакан та илме пыракана ахальлĕнех, укçасăрах парса ямасть-тĕр. Çав ниçта ĕçлеменнисемех куллен ĕçме майне тупаççĕ.
Акă, сăмахран, Ухман ялĕнче пурăнакан пĕр мăшăр ниçта та вăй хумасть. Мăшăр теме пулать-ши вĕсене; Çырăнман, пĕрле те çулталăка яхăн çеç пурăнаççĕ-ха, апла пулин те килте чашăк-тирĕк кĕмсĕртетсе çеç тăрать. Вăтăр çула та çитмен арçынпа хĕрарăм час-часах пĕрле ларса ĕçеççĕ, унтан чĕлхе чаракĕ пĕтсен хирĕçсе-çапăçса каяççĕ. Хĕрарăмĕ хамăр тăрăхран та мар, Тверь облаçĕнченех килнĕ. Иккĕшĕ те ВИЧ-инфекциллĕскерсем.
Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче те «мăшăр» çуттине пушатнă хыççăн хирĕçсе кайнă. Те «13» числана кура шуйттанĕ аташтарнă ĕнтĕ, арçын еркĕнне виçĕ хутчен кăкăртан çĕçĕпе чикнĕ. Юрать-ха лешĕ вăйлах аманман, ахăртнех, çĕççи мăка пулнă пуль. Атту пысăк инкек тÿсме тиветчĕ хĕрарăмăн. Çитменнине тата арçын вĕлерессипе те хăратнă. Упăшка текенскерĕн аллинчен вĕçерĕнсе урама тухса тарсан вăл фельдшер патне кайнă. «Васкавлă пулăшу» машини килсе ăна район больницине илсе кайнă, кунта аманса пĕтнĕскерĕн суранĕсене çыхса килне янă.
Арçын хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă. «Ÿсĕрпе, кĕвĕçнипе çапла пулса тухрĕ. Урăх ун пек хăтланмастăп», – тесе ÿкĕннĕ. Темле çав, çак инкек мăшăрсене тăна тата йĕркене кĕртсен пит аванччĕ.
О.НИКОЛАЕВА, районти шалти ĕçсен пайĕн дознавателĕ.