25 сентября 2009 г.
Пирĕн вăхăтăн уйрăмлăхĕсенчен пĕри – биоэкономикăн проблемисемпе, майĕсемпе, вăйĕпе нихçанхинчен те ытларах кăсăкланни. Çакă вăл пурнăç пахалăхĕ лайăхланнипе, сывлăха упрассине тата çут çанталăка сыхлассине тĕпе хунипе çыхăннă.
Раççейĕн биоэкономика енĕпе тĕнчере пĕрремĕш патшалăх пулма пур май та çителĕклĕ. Çакăн çинчен нумай калаçаççĕ, çыраççĕ. Çапах та уçăмлăн, тĕллевлĕн, системăлла ĕçлени курăнмасть. Малашне те çапла çаврăнăçусăр, хуллен кăна хускалатпăр пулсан эпир тĕнчере экономика тĕлĕшĕпе чи вăйлă пулас шанчăка çухатма пултаратпăр. Ку енĕпе Евросоюз позицийĕ, тĕслĕхрен, Швецин аталану министрĕ Украина биотопливо çине куçас пулсан Европăна çунтармалли материал тивĕçтерес тĕлĕшпе Раççее улăштарма пултарасси çинчен калани те шухăшлаттарать.
Биоэкономикăна аталантарас ĕçре ял хуçалăхĕ питĕ пысăк вырăн йышăнать. Эппин, ку енĕпе унта та уçăмлă пысăк утăмсем тумалла. Çавăн йышши утăмсен шутне эпĕ «Топинамбур» («çĕр груши») проекта пурнăçлассине кĕртме сĕннĕ пулăттăм.
Çак культура çинчен мĕн ыррине (агротехника, эффективлăх, тирпейлемелли технологисем, сывлăхшăн тата экологишĕн ырă пулăм) каласа пĕтернĕ ĕнтĕ. Ĕçлеме вăхăт!
Мĕн тумалла, камăн ĕçлемелле, вăл çынсене тата вĕсен ĕçне Раççей бизнесĕн хальхи лару-тăрăвĕнче мĕнле хÿтĕлемелле; Çак тата ытти ыйтусене эпĕ «Аграрный эксперт» журналăн кăçалхи 4 тата 5-мĕш номерсенчи «Проект «Топинамбур», «Региональный агрокластер» статьясенче тата wwwĕshkopĕru сайтра хуравлама тăрăшрăм.
Сĕннĕ концепципе килĕшÿллĕн проекта ĕçе кĕртекенĕ корпоративлă община – пурнăçа йĕркелекен модуль – пĕчĕк бизнеса хÿтĕлекен системăн никĕсĕ çинче 1000 çемье (4000 çын, вĕсенчен икĕ пинĕшĕ ĕçлекенсем) валли социаллă пурнăçпа экономика проблемисен комплексне татса парса пурнăçа йĕркелекен модуль пулса тăрать.
Общинăн хăйĕн çурчĕсемпе, анкартийĕсемпе тата производствипе 1200 гектара яхăн лаптăк йышăнса çулталăкра çакăн чухлĕ туса илмелле: биоэтанол (биобутанол) – 2500-тен пуçласа 5000 тонна таран, топинамбур концентрачĕ (КНП-ф-топи) – 50 тонна, инулин – 10 тонна, фруктоза – 150 тонна, аш-какай – 1400 тонна, электроэнерги (биогаз урлă) – 50 МВт яхăн, органика удобренийĕ – 9000 тонна. Усă курнă СО2 вырăнне сывлăша кислород туса кăлармалла.
Раççейĕн усă курман сухаламалли çĕрсем 30 миллион гектар. Пин «Топинамбур» корпоративлă община та çав çĕрсен 30-мĕш пайне кăна йышăнать. Анчах вĕсене пула Раççей тĕнчере биотопливо, инулин, фруктоза, топинамбурăн апат концентрачĕ, органика удобренийĕ чи нумай парса тăраканĕ, çĕр атмосферине усă курнă темиçе миллион тонна углерод вырăнне кислород тăваканĕ пулса тăрать. Биоэкономикăшăн мĕн тери пысăк тÿпе! Çапах та чи кирли – 4 миллион çын хăйсене тивĕçлĕ пурнăç шайĕпе пурăнма пултарни.
Çак пĕтĕм проекта пурнăçа кĕртме 1, 5 триллион тенкĕ кирлĕ пулать. Анчахрах кăна-ха Раççей Федерацийĕн премьер-министрĕ В.В.Путин кризиса хирĕçле мерăсемшĕн 3 триллион тенкĕ тăкаклама палăртнă терĕ. Мĕншĕн-ха пирĕн «Топинамбур» проекта пурнăçа кĕртмелле мар?
Я.ШКОП, техника наукисен кандидачĕ.