АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮСАВЛĂ АВТОТРАНСПОРТ - ÇУЛ ÇИНЧИ ХĂРУШСĂРЛĂХ

25 сентября 2009 г.

ЮСАВЛĂ АВТОТРАНСПОРТ - ÇУЛ ÇИНЧИ ХĂРУШСĂРЛĂХ

 

Автотранспорт шучĕ республикăра çулсерен ÿссе хушăнсах пырать. Автомашинăсен хисепĕ Канаш хулинче те пысăкланчĕ. Енчен те иртнĕ çулсенче урам тăрăх пĕр-икĕ автомашина çеç иртсе каятчĕ пулсан, халĕ вĕсем татти-сыпписĕр куçаççĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регистраци учечĕнче 9800 автотранспорт пулнине шута илнĕ, вĕсенчен 7106-ĕшĕпе уйрăм çынсем чупаççĕ.

Вăхăт иртнĕ май, йăлана кĕнĕ йĕркепе, кашни автотранспорт хуçиех хăйĕн «хурçă учĕпе» техтĕрĕслев пунктне çитсе килме васкать. Çак пункт Канаш хулинчи Красноармейски урамĕнчи 61-мĕш çуртра вырнаçнă.

Нумаях пулмасть авто-мототранспорта техтĕрĕслев кăларакан пунктра улшăнусем пулса иртрĕç. Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнчен ПТОна Игорь Николаевич Воронцов ертсе пыма пуçларĕ. Унччен маларах вăл Канаш хулинчи ГИБДД уйрăмĕнче пропаганда енĕпе инспектор пулса ĕçлетчĕ. Шалти ĕçсен пайĕнче И.Воронцов 1994 çултанпа тăрăшать. Эпир Игорь Николаевича ПТОн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтрăмăр.

– 8-мĕш номерлĕ тех-тĕрĕслев пункчĕ Канаш хулинче пурăнакан автотранспорт хуçисене ытларикун тата юнкун ирхине сакăр сехетрен пуçласа каçхине пилĕк сехетчен йышăнать. Кĕçнерникун (Тăвай районĕ) тата эрнекун (Йĕпреç районĕ) кÿршĕ районсене тухса çÿретпĕр. Шăматкун техтĕрĕслев пунктне Канаш районĕнче пурăнакансем килме пултараççĕ. Вырсарникун тата тунтикун – канмалли кунсем.

– Игорь Николаевич, водителĕн хăйĕнпе пĕрле мĕнле документсем пулмалла-ха;

– Техтĕрĕслев тухма килнĕ водителĕн çумĕнче автотранспортпа çÿреме ирĕк паракан удостоверени, автомашинăн техпаспорчĕ, страхлакан ОСАГО полисĕ, медицина справки, диагностикăшăн тата патшалăх пошлинишĕн тÿленĕ квитанцисем. Доверенноçпа çÿрекенсен, паллах, çакна çирĕплетекен документ пулмалла.

– Автотранспортсен техтĕрĕслев тухаслăхĕ еплерех;

– 8-мĕш номерлĕ ПТОна уйăхсерен 1600 ытла автотранспорт техтĕрĕслеве пырать. Анчах та вĕсенчен 600-ĕшне тĕрлĕ сăлтавсене пула икĕ хутчен йышăнма тивет. Çавăнпа та автотранспортсен техтĕрĕслев тухаслăхĕ 60 ытла процентпа танлашнине çирĕплетсе калама пулать. Хăйсен «хурçă учĕсене» типтерлĕ тата юсавлă тытакансем техтĕрĕслев витĕр пĕр чăрмавсăрах тухса каяççĕ. Юсавлă транспорт çул çинче хăрушсăрлăх кÿнине манар мар.

А.МЯСНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика