АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КИЛĔРЕХ ЯРМĂРККĂНА ПАХА ÇИМĔÇ ТУЯНМА

25 сентября 2009 г.

Сентябрĕн 10-мĕшĕн-че «Канашский» ял хуçалăх пасарĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ÿркенмен çын кунта малашне кашни кунах хăйĕн хуçалăхĕнче туса илнĕ пахча çимĕçпе е улма-çырлапа, аш-какайпа, мăйракаллă шултра выльăхпа е чăх-чĕппе е ытти продукципе сутă тума пултарать. Пасарта вырăн çителĕклех. Çитменнине кунта хăтлă, сутуçăсемпе тавар туянакансем валли тивĕçлĕ условисем туса панă. Лаборатори, специалистсем вырăнта пулни ĕçе çăмăллатать.

Шăматкун, сентябрĕн 26-мĕшĕнче, ял хуçалăх пасарĕнче «2009 çулхи тухăç» ярмăрккă ĕçлеме пуçлать. Кунта чĕрĕ пахча çимĕç, сĕт-çу, аш-какай, пулă продукчĕсемсĕр пуçне çăмарта, пыл; урамра машинăсем çинченех тырă – тулă, ыраш, урпа, сĕлĕ; комбикорм; чĕрĕ выльăх-чĕрлĕх; Етĕрнери, Вăрнарти аш-какай комбиначĕсен таварĕсене; улма-çырла хунавĕсем сутма та, туянма та пулать. Уйрăм çынсем, фермерсем, ял хуçалăх кооперативĕсем валли те вырăн çителĕклех. Хаксем те эпир халиччен курма хăнăхнинчен йÿнĕрех пулать, терĕç пасар хуçисем. Пасарта сутă тума малтанхи икĕ эрне вырăн укçи тÿлемелле мар тесе малтанах каланăччĕ. Çавăнпа та вырăн укçи тÿлемелле тесе пăшăрханма кирлĕ мар. Ярмăрккă октябрĕн 15-мĕшĕччен ĕçлет.

Килĕр пасара, кунта паха тавар туянма, сутма сире пур майсемпе те тивĕçтерĕç. Хăвăрăн ĕçĕрпе ыттисене паллаштарăр. Сутă туса услам илĕр.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика