АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАМĂРĂН КАКАЙ ТУТЛĂРАХ

23 сентября 2009 г.

РФ Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа ют çĕршывран какай сутăн илесси палăрмаллах чакнă. Тĕп сăлтавĕ – хамăр патра аш-пăш туса илесси ÿсни тата чикĕ леш енчен кÿрессине чакарни. Çакна та манмалла мар, кризис тапхăрĕнче какай çиесси те пĕчĕкленнĕ. Эппин, чĕр тавар тирпейлекенсем ют çимĕçе сахалрах туянма тытăннă. Çитменнине аш-пăш палăрмаллах хакланни те систерет.

Инкек пулман пулсан телей те курăттăм ĕнтĕ. Çак çĕршыври аш-какай рынокне тÿрремĕнех пырса тивет. Юлашки çулсенче пирĕн аш-пăш туса илекенсене ютсемпе танлашма йывăрччĕ. Экономикăри йывăрлăх лару-тăрăва палăрмаллах улăштарчĕ. Ют çĕршывран аш-какай кÿресси 30 процент пĕчĕкленчĕ. Савăнмалла е кулянмалла çакăншăн;

Хуравĕ çиелтех темелле – вырăнта чĕр тавар туса илесси ÿсни импорта кăмăллакансен шухăшне кăштах та пулин улăштарчĕ темелле тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси те тепĕр хут вăй илме пуçларĕ. Ял хуçалăх министерствин шучĕпе çакă тарифа йĕркелеме пулăшнă: правительство ютран чăх ашĕ кÿрсе килессине пĕчĕклетнĕ тата сыснапа чăх какайĕн импорт пошлинине ÿстернĕ. 2008 çул вĕçĕнче укçа йÿнелни ют çĕршыв апат-çимĕçне сасартăках хаклатса янă. Çынсем ирĕксĕрех вырăнта туса илекен апат-çимĕç туянма тытăннă.

Çапах пурте йĕркеллĕ теме те çук. Импорт чакни туянаслăх япăхланнипе те çыхăннă. Экономика аталанăвĕн министерстви шутланă тăрăх, кризис тапхăрĕнче аш-какай продукцийĕ çиесси 10 процент сахалланнă, экспертсем вара 20-30 процент та чакнă тесе палăртаççĕ.

Чиновниксем çывăх вăхăтра импорт татах чакма пултарассине пĕлтереççĕ. Ял хуçалăх министерстви палăртнă тăрăх, Раççей рынокĕнче 2012 çул тĕлне ют çĕршыв аш-какайĕ 32 процентран 16-а çитмелле. Ăсчахсем палăртнинчен те пĕчĕкрех кăтарту.

Чи пысăк шанчăк – ĕне выльăх какайĕ. Импорт чакни унăн çулне уçрĕ темелле. Раççейре мăйракаллă шултра выльăх аш-пăшĕ илессипе пĕчĕк фермерсем, ялсенчи пайтаçăсем ĕçлеççĕ. Пысăк предприятисем ĕне выльăх ĕрчетесшĕн мар, мĕншĕн тесен паян чăх-чĕп, сысна ĕрчетни тухăçлăрах. Çавăнпа патшалăх аш-какай выльăх-чĕрлĕхĕ ĕрчетме 300 миллиард тенкĕ ытла инвесткредит уйăрнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика