АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЛ ĔÇ ĂСТАЛĂХНЕ КĂТАРТАР-И?

23 сентября 2009 г.

Халăх промыслипе ал ĕç ăсталăхĕ наци пурлăхĕ шутланаççĕ, ăстаçăсем тунă япаласем вара пулас ăрусем валли юлакан халăх пуянлăхĕ. Халăхăн ал ĕç пултарулăхĕ хăйĕн пуçламăшне аваллăхран илет, çавăнпа та ĕçсенче те ĕлĕкхи, йăх-несĕлсен çыхăнăвĕн сĕмĕсем палăраççĕ. Халăх пултарулăхĕн кашни тĕсĕ хăйне евĕрлĕ, кăсăклă, вĕсенче йăла-йĕрке пытарăннă.

Тăван çĕршывăн мухтавĕпе паттăрла историне халăха илемлĕх мелĕсем урлă кăтартас, вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене хисеплеме вĕрентес, халăхăн ырă йăли-йĕркисене тытса пырас, художниксемпе фотографсене тупса палăртас, талантлă çамрăк авторсене аталанма пулăшас тĕллевпе республикăра «Çĕнтерÿ символĕ» ятпа илемлĕ япаласен ал ĕç ăсталăхĕн конкурс-куравĕ иртет.

Конкурс-курав 2009 çулхи апрельтен пуçласа 2010 çулхи май уйăхĕччен пырать. Унăн тĕллевĕ, чи малтанах, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене хисеплеме вĕрентесси, илемлĕх хатĕрĕсем урлă паттăрлăхпа патриотизм темин пĕлтерĕшне ÿстересси. Асăннă ĕçе Чăваш Республикин Культура министерстви йĕркеленĕ. Конкурса тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем хутшăнма пултараççĕ.

«Çĕнтерÿ символĕ» курав-конкурс çинчен калакан хыпар кама та пулин интереслентерчĕ пулсан ЧР Суту-илÿпе промышленность палатин Канашри уйрăмне пыма ыйтатпăр, вăл хулари краеведени музейĕнче вырнаçнă (Чукун çул урамĕ, 85-мĕш çурт. Телефон: 4-17-11).

Курав-конкурс çакăн пек номинацисемпе иртет: тăмран тунă япаласем; пир-авăртан тунă япаласем; çыхнă япаласем; тĕрĕсем (мулине, бисер); йывăçран касса тата йывăçа çунтарса тунă япаласем; тематика композицийĕ. Ăстаçăсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартма пултараççĕ. Курава 3 ĕçрен ытла тăратмалла мар. Ентешсене, ал ĕç ăстисене хăйсен пултарулăхне кăтартма чĕнетпĕр.

М.ДАНИЛОВА, ремесленниксен гильдийĕн Канашри уйрăмĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика