23 сентября 2009 г.
Астăвăм пире пĕрмаях иртнĕ пурнăçа çаврăнса пăхма хистет. Ун чухне, çĕршыва хăрушлăх чатăрĕ карса илнĕ, хаяр вăрçă кĕрленĕ вăхăтра, кашни çемьеренех тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă. Кайăкъялĕнче те çавăн пекех пулнă. 1941 çулта ялти арçынсен пысăк пайĕ вăрçа кайнă. Вĕсенчен пĕри Константин Антонович Антонов пулнă. Вăл колхозра ĕçленĕ, малта пыракансенчен пĕри пулнă. Çемйи те пĕчĕкех пулман. Мăшăрĕпе Наçтаç аппапа тăватă ача çуратса ÿстернĕ.
Вăрçа каймалли повесткăна хура кĕркуннехи пĕр каçхине килсе панă. Ачасем çывăрнă, арăмĕ килти ĕçсене тунă. Константин васкамасăр хуçалăха пăхса çаврăннă, Настьăна çе-пĕççĕн ыталанă та ачасене вăратма хушнă. Ачисен асĕнче вăл ĕмĕрлĕхех çакăн пек асра юлнă: тĕреклĕ, вăйлă, ырă кăмăллă. Ашшĕ кĕçĕннисене ыталаса чуптунă, аслине пуçĕнчен лăпканă, амăшне итлеме хушнă. Çав каçхинех вĕсене Канаша вокзала илсе кайнă, унтан – малти линие.
Константин Антонович Ленинград хулине хÿтĕ-ленĕ, пĕр çапăçура йывăр аманнă. Аманнисем питех те нумаййăн пулнă, пуйăса та вырнаçайман. Константин сывалма, тăванĕсем патне çĕнтерÿпе таврăнма ĕмĕтленнĕ. Анчах сасартăк тÿпене хура пĕлĕт евĕр тăшман самолечĕсем хупăрласа илнĕ. Санитари пуйăсĕ çине бомба ÿкнипе унта пĕр чĕрĕ çын та юлман. Васкаса шăтăк чавнă та вилнисене пурне те унта пытарса хăварнă. Яла, Антоновсен çемйине «вилнĕ хут» килнĕ. Унта Константин паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ тесе çырнă.
Çемьене хурлăх пуснă. Амăшĕ яланах хура тутăрпа çÿренĕ, иртен пуçласа каçчен колхозра ĕçленĕ. Кашни кун мăшăрĕ таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтнĕ, вăл вилнине ĕненмен. Ара, хăшĕсем «вилнĕ хут» илсен те килĕсене таврăннисем пулнă-ха та. Паян-и, ыран-и, упăшки алăка уçса киле кĕрсе тăрассăн туйăннă ăна. Ачасене пĕччен ура çине çĕклеме мĕн тери йывăр пулни каламасăрах паллă. Ачасем ÿссе пынăçемĕн ĕçе кÿлĕннĕ, амăшне пулăшма тăрăшнă. Çитĕнсе çитсен килтен тухса кайнă. Кĕçĕнни Иван тăван килте тĕпленнĕ. Шкул хыççăн вăл тăван колхозра ĕçленĕ, ăна ĕçченлĕхĕшĕн хисепленĕ. «Ĕç ветеранĕ» ят илнĕ Иван.
Вăхăт шунă. Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа кĕçех 65 çул çитет. Кĕркуннехи пĕр ăшă ир шкулти телефон шăнкăртатнă. Санкт-Петербургри краеведсем шырав ĕçĕсем ирттернĕ чухне тăванла масарта Ленинграда хÿтĕлесе пуçне хунă, Кайăкъялĕнче çуралнă Антонов Константин ÿтне тупнине, гимнастеркăн малти кĕсйинче медальон тата документсем тупнине пĕл-тернĕ.
Çакăн пек нумай-нумай çул иртсен Антоновсем хăйсен паттăр ашшĕне ăçта пытарнине пĕлнĕ. Аслă ывăлĕ Николай ашшĕне шыраса тĕрлĕ инстанцисене темиçе хутчен те çырусем çырнă, хуравне вăхăт кăна панă.
Шăпаран иртме çук. Вăрçă ахрăмĕ паян та шăпланмасть. Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ, халăх асĕнче ĕмĕрлĕх упранаççĕ.
Л.ТИХОНОВА, Вăтапуç шкулĕн истори учителĕ.