23 сентября 2009 г.
Шăхасанти Çеçпĕл Мишши урамĕ ялти тĕп урамсенчен пĕри. Ку урампа халăх яланах йышлă утать. Ăçта утаççĕ вара вĕсем тейĕç хăшĕсем. Пĕлтерем: Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулне, районти тĕп больницăн поликлиникине, чиркĕве... Ял варринчи чарăнуран чиркÿ патĕнчен тăвайккине пăрăнса улăхакан урам шăпах Çеçпĕл урамĕ пулать.
Вăрăмах мар вăл, апла пулин те пуян историллĕ. Шăхасанта çуралса ÿснĕ, шкулта 30 çул ĕçленĕ педагог-ветеран Роза Васильевна Ефимова Çеçпĕл урамĕпе çыхăннă интереслĕ самантсене астăвать.
Шăхасан ялĕ XVI ĕмĕр вĕçĕнче никĕсленнĕ теççĕ. 1729 çулта чиркÿ уçнă. XIX ĕмĕрте шкул ĕçлеме пуçланă. Кунта тата акă мĕн интереслĕ. Чиркÿсене ĕлĕк аякран курăнса лармалла тăвайккине е сăрт çинче тунă пулсан, Шăхасанта çак учрежденисем вырăнĕ йĕркипе пач урăхла вырнаçнă. Шăхасан шкулĕ ĕлĕк те, халĕ çĕнни пушшех те, таçтанах курăннă.
– Шăхасан авалах мĕнле те пулин административлă центр пулнă: вулăс центрĕ, район центрĕ... Çеçпĕл урамĕнче тĕрлĕ çулсенче парти райкомĕ, больница çурчĕсем вырнаçнă. Унта Казанкин врач ĕçленĕ. Больница çуртне пăснă чухне çав врач патне янă çырăва тупнă тет. Пирĕн хисеплĕ врач Фирс Григорьевич Григорьев Казанкин çинчен лайăххине кăна калатчĕ, – тет Роза Васильевна. – Çеçпĕл урамĕ яланах таса пулнă. Районти милици уйрăмĕ çак урамра пулнă чухне ăна милици сотрудникĕсем тирпейлесе тăратчĕç. Халĕ урам икĕ айккипе сарăлса ÿсекен лапсăркка çăкасене милици ĕçченĕсем лартнă. Кунтах «Красный Октябрь» колхозăн правленийĕ, прокуратура, халăх сучĕн çурчĕсем пулнă. Чиркÿ çурчĕпе тĕрлĕ çулсенче склад, кинопрокат вырăнне усă курчĕç. Самана улшăннă май чиркĕве юсаса çĕнетрĕç, вăл хăйĕн сăваплă ĕçне пурнăçлама тытăнчĕ.
Çеçпĕл урамĕ кирек хăçан та пысăк тимлĕхре пулнă. Вăл малтан Шкул урамĕччĕ. Эпир ача чухне çак урама чул сарса çул тунăччĕ. Каярах та илемлĕччĕ: юпасем çинче хунарсем çунатчĕç, саксем вырнаçтарса тухнăччĕ. Ку илем, шел пулин те, çухалчĕ. Хамăр çуралнă киле, урама, яла упрасчĕ, ентешсем, çакă пĕтĕмпех пирĕн Тăван çĕршыв-çке, – çакăн пек сăмахсемпе вĕçлерĕ аса илĕвне сумлă педагог.
Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа кăçал 110 çул, ун ячĕпе хисепеленекен Шăхасан шкулне уçнăранпа 190 çул çитет. Урам уявне шкул ачисем, çак урамра пурăнакансем, Çеçпĕл ялĕнчи «Шĕкĕр», Шăхасанти «Шуçăм» фольклор ушкăнĕсем (ертÿçи В.Дмитриев) хутшăнчĕç. Хăнасем те пулчĕç. Университет студенткисем Лина Павловăпа (Çеçпĕл) Наташа Александрова (Шуршăл), Шупашкартан Лидия Филипповăпа (Çеçпĕл ял хĕрĕ) Лидия Сарине (Аслăялтан) килнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлеççĕ. Лидия Ивановна «Ульяновец» хаçатăн тĕп редакторĕ, журналистика факультетĕнче студентсене вĕрентет. Нумай-нумай сăвă авторĕ. Лидия Михайловна – сăвă ăсти. Вăл ача-пăча валли илемлĕ сăвăсем çырать. Вĕсем Çеçпĕл Мишшин пултарулăхне хисепленине палăртса унăн тата ăна асăнса çырнă сăвăсене вуларĕç. Л.Филиппова Шăхасан шкулне кĕнекесем, Çеçпĕлти паллă вырăнсене ÿкернĕ мультимедиллĕ диск парнелерĕ.
Çеçпĕл ячĕпе çыхăннă вырăнсем нумай пирĕн таврара. Чаплă ентешĕмĕрĕн ячĕ паян та уççăн янăрать. Астăвăм малашне те çаплах ăруран ăрăва куçса пырĕ.
И.АНДРЕЕВА.