АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Игорь МЕРЕСКИН: «ТĂВАН ТАВРАЛĂХĂН ЧУНА ÇĔКЛЕКЕН ИЛЕМĔ ВĂЙ-ХАЛ ХУШАТЬ»

23 сентября 2009 г.

Иртнĕ канмалли кун вăрман ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă турĕç. Вăрманçăсем, экономика пăтăрмахĕсен тапхăрĕнче тухса тăнă йывăрлăх-чăрмавсене пăхмасăр, тĕллевĕсене ĕçпе çирĕплетсе пырассишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшаççĕ. Пирĕн штатра тăман корреспондент В.Лапин уяв умĕн «Канаш вăрман хуçалăхĕ» патшалăх учрежденийĕн директорĕн çумĕпе И.Мерескинпа тĕл пулса кунти ĕç-хĕлпе паллашнă.

– Икĕ çул каялла вăрман хуçалăх ведомствинче улшăнусем пулса иртрĕç. «Канаш вăрман хуçалăхĕ» вырăнне «Канаш лесничестви» патшалăх учрежденийĕ йĕркеленчĕ. Çакă вăрман хуралçисен – лесниксен ĕçне мĕнле те пулин витĕм кÿчĕ-и; Тен, вĕсен ĕçĕ нумайланчĕ;

– Пирĕн тĕп тĕллев вăрман пуянлăхĕпе усă курассине тĕрĕс йĕркелесси, вăрмана сăтăрçăсенчен е, урăхла, ирĕк илмесĕр вăрман касакансенчен, сыхласси пулнă, малашне те çаплах пулать. Пирĕн вăрман хуçалăхне патшалăх учрежденийĕн статусне панă хыççăн Канаш вăрман хуçалăхĕпе Тăвай вăрман хуçалăхĕ пĕрлешрĕç. Халĕ вăл пирĕн структурăн пĕр пайĕ. Енчен те малтан пирĕн тытăмра 19 пин гектара яхăн вăрман пулнă пулсан, халĕ вăрман лаптăкĕсем 39 пине çитрĕç.

Лесниксен ĕçĕ – эпир вĕсене маçтăрсем тетпĕр – палăрмаллах нумайланчĕ. Реорганизаци хыççăн штатсене те кĕскетрĕç, кашни лесничествăра тăватшар маçтăр хăварчĕç. Енчен те малтан 19 пин гектар вăрмана 40 лесник пăхса тăнă пулсан, халĕ вĕсем вун улттăн çеç. Хăвăрах шутласа пăхăр, мĕнлерех лесниксен ĕçĕ. Лесниксен шутне чакарнă пирки ирĕк илмесĕр вăрман каснă тĕслĕхсем нумайланчĕç.

Кăçалхи çул пуçламăшĕнче республикăри Тĕп, Кăнтăр тата Çурçĕр вăрман хуçалăхĕсем пĕрлешсе Чăваш вăрман хуçалăхĕ туса хучĕç. Эпир унпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, вăрмана сыхлас, хÿтĕлес тата лартса ÿстерес тĕлĕшпе килĕшÿ турăмăр. Кăçал çуркунне эпир пĕрле 25 гектар çинче лăсăллă тата çулçăллă йывăç хунавĕсем лартса хăвартăмăр. Хунавсене хамăр патрах лартса ÿстеретпĕр. Пĕр питомникĕ Сиккасси лесничествинче, тепри – Тăвайĕнче. Çулленех çак питомниксенче 400 пине яхăн хунав çитĕнтеретпĕр.

– Вăрмана сыхласси, эпĕ ăнланнă тăрăх, тÿрремĕнех маçтăрсене пырса тивет. Вĕсем палăртнă тĕллевсене мĕнле пурнăçлаççĕ;

– Вăрмансене хÿтĕлесси, сыхласси – лесниксен тĕп ĕçĕ. Вĕсем вăрман лартассине, ăна чир-чĕртен хÿтĕлессине, пушарсенчен сыхлассине йĕркелесе пыраççĕ. Вĕсемех вăрман касмалли ĕçсене контроллесе тăраççĕ.

– Вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсенчен кама палăртнă пулăттăрччĕ эсир;

– Пирĕн маçтăрсенчен кашниех мухтава тивĕç. Канаш лесничествин участокне илес пулсан, кунти маçтăрсем пурте нумай çул ĕçлеççĕ. Вĕсем: Александр Николаев – Тури Сурăм, Андрей Матвеев – Çĕнĕ Пинер, Анатолий Савельев – Ăвăспÿрт Кипеч, Николай Сергеев – Зеленый поселок, Шăхран участокĕнче – Андрей Миронов, Владимир Сергеев, Сиккасси участокĕнче – Вячеслав Артемьев, Валентин Ефимов, Тăвай участокĕпе Николай Григорьев, Леонид Семенов нумайранпа тăрăшуллă вăй хураççĕ. Вăрман ĕçченĕсен кунĕ вырсарникун пулчĕ. Канмалли кун пулин те лесниксем ăна ĕç вырăнĕнче кĕтсе илчĕç.

Хамăр учреждени директорне Дамир Рафаилович Юнусова уйрăмах пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вăл пирĕн пата, Мари политехника институтĕнчен вăрман хуçалăх инженерне вĕренсе тухнăскер, 1989 çулта килчĕ. Тĕрлĕ должноçра ĕçлерĕ, нумай вăхăт Сиккасси лесничествине ертсе пычĕ. Вăл – вăрман ăсти. Вăрман ĕçне малтан пуçласа вĕçне çитичченех лайăх пĕлет. Дамир Рафаилович – ăста йĕркелÿçĕ, пуçаруллă ертÿçĕ...

Вăрман ĕçченĕсем йывăрлăхсене пăхмасăр палăртнă тĕллевсене ĕçпе çирĕплетсе пыма тăрăшатпăр.

– Калаçушăн пысăк тав.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика