23 сентября 2009 г.
Вырсарни кун «Нацисен кросĕ» республикăри кашни хулапа район центрĕнче иртрĕ. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене çумăр вĕтĕртетни те кансĕрлемерĕ. ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен йышĕ 35 пинрен те иртнĕ.
Шупашкарти спорта юратакансем залив хĕрринчи Юрă уйне пуçтарăнчĕç. Кунта тĕп хуламăртисем çеç мар, аякри районсемпе ялсенчен ятарласа килнисем те чупрĕç. Мускавран та пулчĕç. Чи аслă чупуçă 86 çулти Сергей Зубарев. Комсомольски районĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Иванович 4 çухрăма çăмăллăнах парăнтарчĕ. Хăй каланă тăрăх, кашни кун вăл 7 çухрăм чупать, сивĕ шывпа сапăнать. Пьедестал çине унпа пĕрле Миранда Кольцова хăпарчĕ. Тĕлĕнмелле хĕрарăм вăл. 80 çула çывхаракан Миранда Васильевна республикăри спорт ăмăртăвĕсенчен пĕринчен те юлмасть. Мăнукĕ вĕренекен шкулта кашни ир «сывлăх минучĕсем» ирттерет.
Çамрăк чупуçăсемпе те паллашар-ха. Ăмăртура Шупашкарти 33, 59-мĕш шкулсенче вĕренекен Наташа Восянка, Надежда Москова, Кристина Соловьева, Андрей Нарядов, Арнольд Илларионов, Вадим Сафьянов палăрчĕç, 9 çул тултарман ачасен хушшинче малтисем пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе пĕрле парне илме 3 çулти Андрей Леонтьев та тивĕçрĕ. Арçын ача – уявăн чи çамрăк хутшăнаканĕ.
Студентсенчен камсем çивĕчрех пулчĕç-ха; Чăваш патшалăх педагогика университечĕн хĕрĕсем Валентина Николаева, Наташа Григорьева, Светлана Абрамова, Марина Лебедева; Чăваш патшалăх университечĕн вĕренекенĕсем Мальвина Петрова, Ирина Юманова, Николай Шашков кубоксене тивĕçрĕç; Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем те – Иван Романов, Инна Романова, Александр Иванов, Людмила Степанова – малтисен йышĕнче. Вĕсене, паллах, Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекенсемпе – Альбина Чинчикеевăпа, Дина Александровăпа, Елена Герасимовăпа, Василий Алексеевпа, Олег Ильинпа – ăмăртма çăмăл пулмарĕ.
Палăртма кăмăллă: республикăн ятлă-сумлă çыннисем, Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕсем Елена Николаева, Лидия Григорьева, Владимир Андреев та пысăк хавхаланупа старт илчĕç. Финиша малтан çитсе халĕ те лайăх «формăра» пулнине çирĕплетрĕç.
Ăмăртуран кам тĕп парнепе – велосипедпа – киле таврăнчĕ-ха; Ăна XXIX Олимп вăййисене хутшăннă Альбина Майорова (8 км) тата Раççейри çурма марафон чемпионачĕн призерĕ Сергей Емельянов (12 км) тивĕçрĕç.
Раççей чупăвĕ район центрĕсенче те йышлă иртнĕ. Шăмăршăра вара – кашни ял тăрăхĕнче.
Хамăр. инф.