18 сентября 2009 г.
Эпĕ ялта фельдшерта вăй хуратăп, икĕ ача ÿстеретĕп. Ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхма илнĕ отпуск вăхăтĕнче 0, 75 ставкăпа ĕçлерĕм. Ку тапхăр нумай çул вăй хунипе пенсие маларах тухма ирĕк паракан стажа кĕрет-и;
Р.ИЛЬИНА.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, медицина ĕçченĕсен пенсие маларах каймалли ирĕкне палăртнă чух хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕн Правительствин 2002 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 781-мĕш йышăнăвне тĕпе хураççĕ. Асăннă документ нумай çул ĕçленипе пенсие маларах тухма ирĕк паракан ĕç стажĕпе çыхăннă должноçсемпе учрежденисен списокне тата вĕсенче ĕçленĕ тапхăра шутламалли правилăсене çирĕплетет.
Правилăн 4 пункчĕпе килĕшÿллĕн списокра кăтартнă должноçсемпе учрежденисенче 1999 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме тытăннă тапхăрта тулли ставкăпа ĕç вăхăчĕн нормăпа палăртнă е кĕскетнĕ виçин режимĕпе пурнăçланă пулсан стажа кĕртеççĕ.
Ватлăхри пенсие медицинăра ĕçленипе çыхăнтарса маларах тухма ирĕк паракан ĕç тапхăрне шутламалли йĕркене 1999 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен РСФСР Министрсен Совечĕн 1991 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнчи 464-мĕш йышăнăвĕпе палăртнă. Çак документпа килĕшÿллĕн ĕçе тулли ставкăпа пурнăçланине ыйтман.
Çавăнпа пĕрлех Раççей Федерацийĕн Ĕçлев министерствин 1996 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнчи Ăнлантарса панин 5-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн ачана пăхма илнĕ отпускра пулни 1992 çулхи чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕч-чен ятарлă ĕç стажне кĕнĕ.
Ачана çулталăк çурă тултариччен пăхма отпуска хăш вăхăтра илнине кăтартманнипе ыйтăва тĕплĕн хуравлама май килмест. Çавăнпа та Р.Ильинана РФ Пенси фончĕн хăй пурăнакан вырăнти управленине документсем илсе кайма сĕнетпĕр.