АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАРТИНĂСЕН КУРАВĔНЧЕ – ХУЛА АЧИСЕМ

18 сентября 2009 г.

Район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче çуркуннеренпе РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Н.Бабановăн картинисен куравĕ ĕçлет. Николай Михайловичăн ĕçĕсенче тĕрлĕ тема вырăн тупнă. Кунта портретсем те пур, çут çанталăк илемне, çĕр ĕçченĕн пурнăçне сăнлакан, Аслă Çĕнтерÿ темине çутатакан картинăсем нумай.

Çак кунсенче Н.Бабанов хулари интернат-шкулта 7-мĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулу ирттерчĕ. Ачасем картинăсене интересленсе пăхрĕç. Хăшĕ-пĕри художникăн ĕçĕнче хăй çуралса ÿснĕ вырăна палласа илчĕ. «Ку Комсомольски районĕнчи Луцки ялĕ çывăхĕнчи вăрман мар-и вара; Ку вырăна пĕлетĕп, эпĕ çак ялта çуралнă. Унта вырăссем пурăнаççĕ», – терĕ пĕр арçын ача. Чăнах та çав вырăнсем иккен. Автор картинăсен историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вĕренекенсемшĕн халиччен пĕлменни, интересли чылай пулчĕ.

Акă, тĕслĕхрен, «Падение Берлина» картинăра çунса, арканса пĕтнĕ рейхстаг çине вырнаçтарнă Çĕнтерÿ ялавне кăтартнă. Н.Бабанов Германире 7 хутчен пулнă, рейхстаг çуртне хăй куçĕпе курнă. Унăн икĕ ĕçĕн копийĕсем Мускавра, Кремль гарнизонĕн Çар мухтавĕн музейĕнче упранаççĕ. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ сăрă ăсти хамăр ентешпе Раççей Геройĕпе Н.Гавриловпа Мускавра та, тăван тăрăхра та темиçе хутчен те тĕл пулни, чăваш ачисем Мускавра, Кремльти полкра службăра тăни çинчен каласа кăтартрĕ.

«Дорога к Победе» картинăра Çĕрпÿ – Сызрань автоçула ÿкерсе кăтартнă. Мĕншĕн çавăн ятлă панă-ха; Иккен, 1941 çулта нимĕçсем Мускав патне çывхарма пуçласан СССР правительстви шăпах çак çулпа Канаш хули витĕр тухса Куйбышева куçса кайнă.

Н.Бабанов турăшсем те ÿкернĕ. Ку ĕçе пурнăçлама Канашри Никольски чиркĕвĕн настоятелĕнчен Александр аттерен пил илнĕ.

Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе хастар хутшăнать хисеплĕ ветеран.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика