18 сентября 2009 г.
Юнкун районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Райадминистрацин пайсемпе службисен ертÿçисем, специалисчĕсем ял тăрăхĕсене тухса çынсемпе тĕл пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Степанов, «Хресчен сасси» издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕпе С.Павловпа Ухман вăтам шкулĕнчи педагогсен коллективĕпе тĕл пулчĕ. Информаци кунĕн теми «Ачалăха тата ачасен прависене хÿтĕлесси» темăпа иртнĕ май калаçу та кунта, тĕпрен илсен, çул çитмен çамрăксен интересĕсене хÿтĕлесси, сывлăхне упрасси, ачасене тĕрĕс воспитани парасси çинчен пычĕ. Çитменнине учительсен ĕçĕ çак функцисемпе уйрăлми тачă çыхăннă. Вĕсем çитĕнекен ăрăва тепĕр чухне ача çитĕнекен килтинчен те ытларах тимлĕх уйăраççĕ. Ача лайăх çын пулса çитĕнтĕр тесе чунтан тăрăшаççĕ.
Ачасем – пирĕн пуласлăх тетпĕр пулсан, çитĕннисен вĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ачан пуласлăхĕ нумай чухне вăл мĕнле çемьере, условисенче пурăннинчен нумай килет. Шел те, юлашки çулсенче хăйсем чун панă ачасене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнакан ашшĕ-амăшĕсем йышланса пыраççĕ. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă 145 ачана шута илнĕ. Вĕсене пурне те усрав çемьесенчи пекунсем пăхаççĕ. Çак тапхăрта ашшĕ-амăш ăшшисĕр юлнă 20 ачана тупса палăртнă, вĕсене учета илнĕ, 13-шне опекăна, 3 ачана усрава илнĕ, пĕр ачана Канашри интернат-шкула вырнаçтарнă.
Калаçу япăххинчен пуçланчĕ-ха та, çапах та ырри çинчен çырма кăмăллăрах.
Районта тăлăхсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине те пысăк тимлĕхре тытаççĕ. Çак вăхăт тĕлне Янкăлч, Чакаç ял тăрăхĕсенчи икĕ тăлăха пурăнмалли пÿлĕмпе тивĕçтернĕ. Ку ыйтупах халĕ Шаккăл, Çеçпĕл ял тăрăхĕсенче ĕçлеççĕ.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче çул çитмен çамрăксемпе ачасен канăвне йĕркелеме, вĕсене ĕçпе тивĕçтерме, сывлăхне çирĕплетме район бюджетĕнчен 250 пин тенкĕ уйăрнă. 15 шкулта çуллахи ĕçпе кану лагерĕсем ĕçленĕ, вĕсенче 400 ача каннă.
– Чăваш Республикинче шкул ачисем хушшинче иртекен спартакиадăра, сăмахран, пирĕн район ачисем кăçал иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Районти спорт шкулĕсенчи секцисенче 9 пин ача сывлăхне çирĕплетет, пултарулăхне ÿстерет. Вĕсемпе ăста тренерсем, физкультура учителĕсем ĕçлеççĕ. Ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен, çăмăл атлетика, йĕлтĕр спорчĕн, спорт вăй-йисен секцийĕсенче ачасем уйрăмах нумаййăн, – терĕ В.Степанов. Унсăр пуçне вырсарникун, сентябрĕн 20-мĕшĕнче, ял тăрăхĕнче пурăнакансене, шкул ачисемпе çамрăксене районти «Урожай» стадионта иртекен «Наци кроссне» хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ. Кун пек чупăва ытти çулсенче Шупашкарта кăна йĕркеленĕ пулсан, кăçал районсенче те ирттерме йышăннă республика ертÿçисем. Пысăк çитĕнÿ пĕчĕккинчен пуçланать. Районта палăрнă спортсменсем вăхăт иртнĕçемĕн республикăра, Раççейре, пысăкрах шайри ăмăртусенче те палăраççĕ-çке.
«Хресчен сасси» издательство çурчĕн директорĕ С.Павлов пирĕн ентеш, вăл Ушанар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Паллă журналист, писатель, нумай кĕнеке авторĕ, Чăваш Енри профессиллĕ писательсен Союзĕн председателĕ. Сергей Лукьянович ача-пăча, ачалăха хÿтĕлессин, çамрăксен ыйтăвĕсемпе нумай çырать. Унăн произведенийĕсем çамрăксене усал ĕç тăвасран асăрхаттараççĕ. Çыравçă шкул библиотекине хăйĕн çĕнĕ кĕнекисене парнелерĕ.
Тĕл пулăва учительсем кăна мар, Ухманти ача сачĕн воспитателĕсем те хутшăнчĕç. Пĕчĕккисемпе ĕçлекен специалистсене ачасен сывлăхĕ, вĕсем мĕнле аталанса пыни хытах пăшăрхантарать. «Нумай ачан калаçу кăлтăкĕ пуррине палăртаççĕ вĕсем е, урăхла каласан, ачасем сас паллисене тĕрĕс мар калаççĕ е пачах та калаймаççĕ. Çавăнпа та Ухманти ача садĕнче çак тăрăхри ачасем валли логопеди ушкăнĕ уçма май çук-ши;» – терĕ «Рябинушка» ача сачĕн заведующийĕ В.Васильева. Районăн тĕп врачĕ Р.Федорова та çак сĕнĕве ырларĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.