АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂКАК ВИÇИ ПАЛĂРМАЛЛАХ ŸСНĔ

16 сентября 2009 г.

Канаш хулинче сакăр уйăхра 37 пушар алхаснă, (иртнĕ çулта ку вăхăт тĕлне 35 пулнă), вĕсем 949 пин ытла тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ (469 пин тенкĕ). Вут-çулăмра тăватă çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, вĕсен йышĕнче – пĕр ача. Вут-кăварта çавăн пекех виçĕ çын сусăрланнă.

Пушарсем ăçта-ăçта пулса иртнĕ-ха; Çынсем пурăнакан секторта «хĕрлĕ автан» 26 хутчен алхаснă, культура объекчĕнче, транспорт тата гараж обществисенче – пĕрер хутчен, коллективлă садсенче – ултă хутчен.

Инкексем мĕне пула сиксе тухаççĕ-ха; Ытларах чухне айăпне хамăрта шырамалла, акă, вут-кăварпа асăрханусăр пулнипе 12 пушара шута илнĕ. Юсавсăр кăмакасем 7 пушар кăларнă. Электричество хатĕрĕсем те вылямалли япаласем мар (пĕр пушар), сварка ĕçĕсене туса ирттернĕ чухне те пушар хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен манмалла мар (2 пушар). Ачасене тимлĕхсĕр пăрахса хăварни те час-часах инкекпе вĕçленет, сакăр уйăхра шăпăрлансем пĕр пушар кăларнине шута илнĕ. Çичĕ тĕслĕхре ятарласа вут тĕртни паллă. Çурла уйăхĕнче Канаш хулинче пушар виçĕ хутчен алхаснă.

В.МИХАЙЛОВ, пушар хăрушсăрлăхĕн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика