АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮСАВСĂР КĂМАКА - ИНКЕК СĂЛТАВĔ

16 сентября 2009 г.

Çанталăк сивĕтсе пынă май пушарсен шучĕ палăрмаллах ÿсме тытăнать. Ара, чылайăшĕ ăшăнас тĕллевпе хăйсен кăмакисене хута ярать-çке. Кăмакана çу каçипех тытманран кил хуçисем час-часах унпа тĕрĕс еплерех усă курмаллине те манаççĕ, ăшăтмалли хатĕрсене тимлĕхсĕр пăрахса хăвараççĕ... Кăмакасен юсавлăхĕ те питех кăсăклантармасть вĕсене.

Кăмакасене пула тухакан пушарсене икĕ ушкăна уйăраççĕ. Пĕрремĕшĕ: кăмакана пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăсса купалани. Кăмакаçăсем мачча хăми тĕлĕнче мăрьене çÿхе кирпĕчрен хурса хăвараççĕ те сивĕ çанталăкра кăшт вăйлăрах хутсан çулăм алхасма та тытăнчĕ. Хăшĕ-пĕрисем кăмака çăварĕ тĕлĕнче тимĕр листине хума манаççĕ, тухса ÿкнĕ кăвар хăйĕн ĕçне тăватех паллах.

Юсавлă кăмакапа усă курнă чухне инкек тухни те пулать тата. Ку васканинчен килет пулĕ, чĕрĕ вутсене хăвăртрах тивертсе ярас тĕллевпе бензин е солярка таврашĕпе усă курма тăрăшаççĕ «ăстасем». Кăмака çăварĕ яланах хупă пулмалла, унăн çывăхĕнче япала таврашĕ типĕтме юрамасть.

Кăмакасен юсавлăхне час-часах тĕрĕслесе тăрăр, çурăксене вăхăтра саплăр, мăрье çумĕнчи лаптăксене çÿп-çапран тасатăр, шуратăр.

Кăмака ялта пурăнакан кашни çын килĕнчех пур, çавăнпа та унпа усă курнă чухне уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Анчах та пушар хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен темшĕн манатпăр эпир, кайран чавса çывăх та...

Тата çакна калас килет, кăмакасем çывăхĕнче хăвăрт тивсе илекен япаласемпе шĕвексене ан упрăр, хутса ăшăтмалли хатĕрсене манерсĕр хĕртсе ан ярăр.

Г.АНИСИМОВ, пушар хăрушсăрлăх инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика