АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЫН ПУРĂНАССИШĔН ĔÇЛЕТ

16 сентября 2009 г.

Çут çанталăка юратакан, унăн илемĕпе киленме, пуянлăхне упрама пĕлекен çын килĕнчи сад-пахчара та, урамра е çырма хĕррисенче те йывăç-тĕм нумай лартать. Хăшĕ çак ĕçпе «чирлесех» каять. Унăн тăван тавралăха яланах тирпейлĕ те илемлĕ курас килет-ха та.

Сад-пахчасем пире улма-çырлапа, пахча çимĕçпе тивĕçтереççĕ. Лартнă çимĕç тухăç пама пуçличчен вăл мĕнле çитĕннине сăнама та интереслĕ-çке. Хальхи вăхăтра çынсем хăйсен хуçалăхĕнче тем тĕрлĕ йывăç-курăк та çитĕнтерме пуçларĕç те, тĕлĕнме те пăрахрăмăр пулĕ ун пеккинчен. Аслăялта пĕр çулхине Григорьевсен пахчинче аçтăрхан мăйăрĕн тем пысăкăш тĕмне курса тĕлĕннĕччĕ. Халĕ экзотикăллă ÿсен-тăрансенчен мĕн кăна ÿсмест-ши пахчара.

Çапах та Çĕнĕ Пинер ялĕнче пурăнакан пĕр арçын çынсене виноград çитĕнтернипе тĕлĕнтерет-ха. Вениамин Васильевич Виноградовăн пахчинче тĕрлĕ сортлă 12 тĕп виноград çитĕнет. Çак ĕçе вăл тивĕçлĕ канăва тухсан пуçăннă. Вениамин Васильевичăн виноград лартса ÿстерес ĕмĕт яланах пулнă. Ара, хушамачĕ те Виноградов мар-и; Канашри вакунсем юсакан заводра 32 çул пушар командин шоферĕ пулса вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан пуçĕпех сад-пахча ĕçне кÿлĕннĕ.

2000 çулччен Виноградов Дагестанран почта урлă виноград сорчĕсене туяннă. Çимĕçĕн хăш-пĕр тĕсĕсем пирĕн тăрăхри çанталăк условийĕсене пит килĕштерменнипе чи тутлисене, çирĕпписене суйлама тивнĕ. Халĕ садра мускат, кардинал, восторг, агадай, память журавля тата ытти йышши сортлă виноград çитĕнет. Пахчаçă Ульяновск, Челябинск тăрăхĕсенчи виноград ăстисемпе çыхăну тытать.

Паян виноград лаптăкĕ пахчара самай пысăк вырăн йышăнать. Вениамин Васильевич вĕсене ятарлă траншейăсенче çитĕнтерет. Вĕсен хĕррисене шифер хурса тухнă. Кĕркунне виноград хуллисене çĕр çине хурать те çиелтен хăмăшран çыхса тунă кавир евĕр япалапа витет, çиелтен траншея хĕррисемпе сывлăш кĕме хушăк хăварса тимĕр листисемпе витет. Пахчаçă виноградсене апатлантарма лавккаран ятарлă удобренисем туянмасть, тислĕк шывĕпе сапать, кĕлпе усă курать.

Сад-пахча ĕçĕ пуçлансан Вениамин Васильевичăн пĕр пушă вăхăт та çук. «Ун чухне чирлеме те вăхăт çук», – тет вăл шÿтлесе. Пахчара тем тĕрлĕ çимĕç лартса ÿстерет: хăяр, помидор, кишĕр, кабачки тата ытти те.

Вениамин Васильевичăн садĕнче виноград çеç мар, китай лимонникĕ те хăйĕн вырăнне тупнă. Аçтăрхан мăйăрĕн идеал сорчĕ хăйне май интереслĕ йывăç. Вăл тураттисемпе саркаланса ÿсет. Мăйăрĕсем эпир лавккара туянса çиекеннинчен чылай шултрарах, хуппи çÿхерех. Хăвăрт ÿсекен крыжовник тĕмескисем пысăк йывăç евĕрлĕ. Садра эмел курăкĕсем те йышлă: бадан, женьшень, девясил...

Вениамин Васильевич хурт-хăмăр ĕçĕ валли те вăхăт тупать. Çапларах ĕçчен те пултаруллă çын пурăнать Энтрияль тăрăхĕнчи Çĕнĕ Пинерте.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика