АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЫЛЬĂХСЕМ КŸПĔННИПЕ ВИЛЕÇÇĔ

16 сентября 2009 г.

Юлашки вăхăтра выльăхсем кÿпĕннĕ тĕслĕхсем нумайлансах пыраççĕ. Чылай чухне вĕсене çăлса хăварма май çук. Акă, нумаях пулмасть, Уçырма ялĕнче мăйракаллă шултра 10 выльăх тимпани чирĕпе чирленĕ, шел пулин те, виççĕшĕ вĕсенчен вилнĕ. Сухайкасси ялĕнче виçĕ ĕне кÿпĕнсе вилнĕ, чылай чухне çак йыша уйрăм çынсен ĕнисем те лекеççĕ.

Мĕн-ха вăл тимпани; Ăна урăхла выльăх хырăмлăхĕ газсене пула хăпарса кайнине калаççĕ. Газсем тулнипе хырăмлăх виçесĕр сарăлать, çак вăхăтра выльăх йывăррăн аптăраса ÿкме те пултарать.

Выльăх апатланнă май хырăмлăхра газ ахаль те пуçтарăнать, анчах та виçеллĕ. Енчен те хăвăрт йÿçекен апата (клевер, люцерна, вика, кăшман тата купăста çулçи, кукуруз початки) выльăх васкаса тата сĕре нумай çисе тултарсан газсен виçи палăрмаллах ÿссе каять. Çак пулăма ирхи сывлăм тата та вăйлатать. Ăна кавлекен выльăх какăрнипе анчах кăларса пĕтереймест. Тимпани чирĕпе чирлесси ĕне кĕтÿрен тутă таврăннă хыççăн виçесĕр шыв ĕçсе тултарнипе те пулма пултарать.

Газсемпе тулнă хырăмлăх хăмпă евĕр хăпарса каять, выльăх час-часах хыçалалла çаврăнса пăхать, нăйкăшать, пачах та кавлемест. Выльăх хырăмĕ ÿснĕçем-ÿссех пырать, çавна май диафрагма хĕсĕнет. Йывăррăн сывлакан ĕне сывлăш çитменнипе вилсе кайма пултарать.

Ĕне кÿпĕннине сиссен ăна вăхăтра пулăшу памалла, унсăрăн вăл сывлайми пулса ларать. Газсем пуçтарăнассине кăшт та пулин чарса лартас тата вĕсене кăларас тĕллевпе выльăха сивĕ шывпа сапмалла, сăрта хирĕç уттармалла, зонд кĕртмелле, хырăмне массаж тумалла, тинтерех сунă сĕт ĕçтермелле. Енчен те çак меслетсем пулăшмасан хырăмлăха троакарпа шăтармалла (ÿкерчĕкре кăтартнă пек), сывлăша пĕчĕккĕн кăларса пымалла, троакар гильзине 12 сехетрен мала тытмалла мар.

Ĕне ан кÿпĕнтĕр тесен ăна тĕрĕс апатлантармалла. Çаран çине илсе тухиччен улăм çитермелле. Выльăха памалли симĕс массăна хулăн сийпе купаласа хума юрамасть. Çитернĕ чухне те типĕ утă-улăмпа хутăш çеç памалла. Выльăх пăхакансен çакăн çинчен нихăçан та манмалла мар. Кĕтÿçсен сумккинче вара пĕрремĕш пулăшу хатĕрĕсем (троакар, тимпанол...) яланах пулмалла.

Н.АНДРЕЕВА, ветврач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика