16 сентября 2009 г.
Шăматкун Шупашкарта, «Олимпийский» стадионта «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ эстафета ăмăртăвĕсем иртрĕç. Ку хутĕнче ăна А.Г.Николаев летчик-космонавт 80 çул тултарнине халалланă.
Чи малтан старта журналистсем тухрĕç. Ку ушкăнра район хаçачĕсен редакцийĕсенчен килнисем курăнмарĕç. Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕренекен, хăвăрт утассипе тĕнче класлă спорт мастерĕпе Ирина Юмановăпа вăй виçме çăмăлах пулмарĕ пулин те çăмăл атлетикăпа туслă журналистсем хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç.
Журналистсем хыççăн эстафетăна спортпа туслă çемьесем илчĕç. Ку ушкăнра та хĕрÿ тупăшу пулчĕ. Сильвия Скворцован ячĕ хăйех мĕне тăрать. Нумай пулмасть кăна-ха вăл тĕнче шайĕнчи ăмăртуран çĕнтерÿçĕ пулса таврăннăччĕ. Чăваш Енĕн спортри çитĕнĕвĕсемпе интересленекенсем çак ятсене пĕлеççех пулĕ. Çапла, çемьесен эстафетинче çак Скворцовсем çĕнтерчĕç те.
Мана ветерансен эстафети уйрăмах килĕшрĕ. Пирĕн районти ветерансен командин йышĕнче В.Никифоров, Н.Баранова, В.Павлов, О.Безуглова, Г.Евлампьев ăмăртрĕç. Красноармейскисенчен кăшт кăна кая юлса иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Пĕлтĕр пирĕн ветерансем пĕрремĕшсем пулнăччĕ.
Ăмăртăва хутшăнакансем, курма пынисем питĕ нумаййăнччĕ. Вĕсене иртенпех вĕтĕртетсе тăракан çумăр та чăрмантармарĕ, кăмăл çĕкленÿлĕхĕ çĕнтерÿ тума хавхалантарчĕ-тĕр.
И.АНДРЕЕВА.