АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНĔ ПАСАР ĔÇЛЕМЕ ПУÇЛАРĔ

16 сентября 2009 г.

Ял çынни çуркунне юр кайса пĕтсен çĕр çинче ĕçлеме пуçлать те мĕн хура кĕркуннечченех тар тăкса вăй хурать. Юрать хĕл кунĕсенче кăштах канса илме пулать. Канма тенĕрен, çĕр ĕçĕ кăна çук ĕнтĕ хĕлле, ытти кулленхи йĕркепех пурнăçланса пырать. Выльăх-чĕрлĕхне пăхмалла. Ялта нихăçан та ĕç пĕтмест тени тĕрĕсех ĕнтĕ. Ĕçлемесен мĕнле пурăнмалла тата, çын ĕçлессишĕн пурăнмасть вĕт, пурăнассишĕн ĕçлет.

Харсăррисем, ĕçченнисем паян килти хушма хуçалăхра мĕн кăна лартса-туса илмеççĕ-ши: улма-çырла, пахча çимĕç, аш-какай, сĕт-çу... Çак чĕр тавара сутса тупăш илсен çемье бюджечĕ те пуянланать. Ял çыннисене хăйсем туса илнĕ продукцие сутма пулăшас тĕллевпе турĕç те ĕнтĕ ял хуçалăх пасарне. Вăл Канашри автовокзалран инçех мар, Вырăскас Пикших енне каякан çул хĕрне вырнаçнă. Тĕлĕнмелле капăр пасар çурчĕ, кунта ирĕксĕрех кĕрсе курас, япала туянас килĕ.

Кĕçнерникун ял хуçалăх пасарне халăх ирех пуçтарăнма пуçларĕ. Кам пахча çимĕç сутма килнĕ, кам пахалăхлă тавар туянасшăн, хăшĕ вара курма, канма килнĕ. Пурте савăнăçлă, сăн-питре хаваслă кулă çиçет. Çитменнине тата районти тата Сиккассинчи культура çурчĕсен артисчĕсем савăк юрăсем шăрантарса кăмăла çĕклеççĕ. Сентябрĕн 10-мĕшĕнче «Канашский» ял хуçалăх производство кооперативĕ ĕçе пуçăнче. Пасар уçăлнă ятпа пухăннисене район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.Софроновпа В.Полукарова, пасар директорĕ В.Никоноров ăшшăн саламларĕç.

Халĕ кунта ял çыннисен килти хуçалăхра туса илнĕ продукцие куллен килсе сутма майсем пур. Малтанхи икĕ эрнере сутă вырăнĕшĕн укçа-тенкĕ тÿлемелле мар. Унсăр пуçне кредит илсе хушма хуçалăха аталантарса янă çынсене кунта сутă тума çăмăллăхсемпе те тивĕçтереççĕ. Ара, пасарăн тĕллевĕ ял çыннисене хăйсен ĕçне кăтартма, пахчара туса илнĕ тупăша сутма вĕрентесси-çке.

Ĕлĕкрех Канашра, халĕ налук инспекцийĕн çурчĕ вырнаçнă вырăнта, выльăх-чĕрлĕхпе, аш-какайпа, çăмпа, ытти таварпа сутă тăватчĕç. Вăл хальхи ял хуçалăх пасарĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн пулнă ĕнтĕ. Ун чухнехи пасарпа халĕ ĕçе пуçăннă пасар хушшинчи уйрăмлăх çĕрпе пĕлĕт евĕрех.

– Çакăн пек уйрăмлăх пулмасан май та çук. Вăл вăхăтра пасара укçа-тенкĕ хывман, кунта вара çынсене сутă тума меллĕ, хăтлă, кăмăллă пултăр тесе самай пысăк сумма тăкакланă. Усси пуласса шанса тăратпăр. Кирек мĕнле ĕçре те тивĕçлĕ условисем пулсан çĕк-ленÿллĕ кăмăлпа, тăрăшса ĕçлес килет. Строительство ĕçĕсене пурнăçланă чухне эпир çаксене пурне те шута илтĕмĕр. Пасар илемлĕ, хăтлă, ĕçлеме меллĕ пултăр терĕмĕр, – тет район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов. – Хамăр район ĕçченĕсемсĕр пуçне пирĕнпе Тăвай, Комсомольски, Йĕпреç районĕсенчен, Вăрнарти, Етĕрнери аш-какай комбиначĕсенчен, «Акконд» предприятирен килсе килĕшÿсем турĕç. Чăваш Енри паллă организацисем те çывăх вăхăтра кунта хăйсен таварĕсене сутма пуçламалла. Çакна каласа хăварам: ял çыннисенчен япаласене йÿнĕ хакпа туянса кунта хаклатса сутассине практикăна кĕртместпĕр.

Хальлĕхе пасарăн пĕр павильонĕ кăна ĕçлет, сутакансен йышĕ ÿссен тепринче вырăнсем йышăнма пулать. Сутă тумалли вырăнсем чăнах та питĕ меллĕ, павильонсем пысăк, çутă, ăçта мĕн сутнине кăтартакан афишăсем вырнаçтарнă. Пасар территорийĕ 2, 5 гектар лаптăк çинче вырнаçнă, суту-илÿ павильонĕсем 2150 тăваткал метр йышăнаççĕ. Шалта пĕр вăхăтрах 700 çын, пасар картишĕнче 100 çын сутма пултарать. Сивĕтекен, шăнтакан камерăсем ларт-нă, унта 60 тонна таран чĕр тавар вырнаçать. Лаборатори, таса шыв – мĕн кирли пурте пур. Малашне текех хула пасарĕн территорийĕнче урамра (юнкунпа вырсарникун) хĕсĕнкелесе тăмалли çук, ял хуçалăх пасарĕ кашни кунах 7 сехетрен пуçласа 19 сехетчен ĕçлет. Сутма килекен çын валли вырăн пур.

Тĕслĕхрен, Вăтапуç ялĕнче пурăнакан Мария Филипповна Цапинăн килти хушма хуçалăхĕ пĕчĕкех мар. 80 сотăй çĕр çинче пахча çимĕç, выльăх апачĕ туса илеççĕ вĕсем, 2 сăвакан ĕне, 2 сысна, 25 пуç чăх-чĕп, хур-кăвакал тытаççĕ. Мария Филипповна пасара хăй лартса ÿстернĕ çимĕçсене сутма килнĕ.

Татьяна Николаевна Станюкова Сухайкассинче пурăнать. «Малашне пасара хамăр çитĕнтернĕ çимĕçсене сутма килес кăмăл пур. Автобуссене çакăнта çитиех çÿремелле тусан тата аванрах пулмалла. Сутуçăсем валли ятарлă тумсем те çĕлеттерсе хатĕрленĕ. Питĕ килĕшет кунта», – терĕ вăл.

Сиккассинчи Шоркинсем – хурт-хăмăр ăстисем. Хăйсен хуçалăхĕнче туса илнĕ пыла вĕсем кашни çулах пасара сутма çÿреççĕ. Кунта çăка çеçкин, чечек пылĕсем пур. Кăмăл пуррисем тутанса пăхма та, туянма та пултарчĕç. Николай Васильевичпа Александр Николаевич Шоркинсем хăйсен ĕçне кăтартма пĕлеççĕ.

Ял хуçалăх пасарĕ ĕçлеме пуçларĕ, ентешсем. Килĕр, курăр, паллашăр, сутăр, туянăр, ăнăçлă та тупăшлă ĕçлĕр.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика